«Сывлăх патне _ утăм» проектпа _ кашни яла

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев «Сывлăх патне утăм» проекта старт пани çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак проектпа килĕшỹллĕн, иртнĕ эрнере район больницин врачĕсем Шăмăршăпа Анат Чаткасра пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслерĕç тата консультаци пачĕç.
Паянхи номерте эпир «Сывлăх патне утăм» проект графикне тата мобильлĕ ФАПа ăçта вырнаçтарнине пĕлтеретпĕр.
Июлĕн 3-мĕшĕ _ Асанкасси ялĕ, «Авокадо» лавкка умĕнчи лапам.
Июлĕн 10-мĕшĕ _ Ярăслав ялĕ, ФАП çурчĕн умĕ.
Июлĕн 17-мĕшĕ _ Пуянкасси ялĕ, Культура çурчĕ умĕнчи лапам.
Июлĕн 24-мĕшĕ _ Палтиел ялĕ, чиркỹ умĕнчи лапам.
Июлĕн 31-мĕшĕ _ Карапай Шăмăршă ялĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн умĕ.
Августăн 7-мĕшĕ _ Пăчăрлă Пашьел ялĕ, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умĕ.
Августăн 11-мĕшĕ _ Кивĕ Чукал ялĕ, стадион территорийĕ.
Августăн 14-мĕшĕ _ Патирекри ФАП умĕ.
Августăн 20-мĕшĕ _ Шăмăршă ялĕ, рынок территорийĕ.
Августăн 28-мĕшĕ _ Васан ялĕ, ялти шкул умĕ.
Сентябрĕн 5-мĕшĕ _ Çĕнĕ Чукал ялĕ, чиркỹ умĕ.
Сентябрĕн 11-мĕшĕ _ Çĕнĕ Тăрăн ялĕ, ача- пăча площадки умĕ.
Сентябрĕн 13-мĕшĕ _ Палтиел ялĕ, чиркỹ умĕ.
Аса илтеретпĕр:
«Сывлăх патне утăм» проектпа юн пусăмĕпе куç пусăмне, çын çỹллĕшне тата йывăрăшне, юнри сахăрпа холестерин шайне виçеççĕ, электрокар-диограмма (ЭКГ) тăваççĕ, неврологпа акушер-гинеколог тата ытти врач _ консультаци, чир тупса палăртсан больницăра сиплемешкĕн направлени параççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен бригади ирпе 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлет. Хăвăрăн сывлăхăршăн тăрăшма ан манăр, врачсем ятарласа яла пынă чух вĕсен пулăшăвĕпе туллин усă курăр!
Ив.САЛАНДАЕВ.
Лариса ПЕТРОВА, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ:
_ Пирĕн яла мобильлĕ ФАП июнĕн 28-мĕшĕнче ир-ирех çитрĕ. Халăха ятарласа чĕнмелле те пулмарĕ _ пĕринчен тепри илтсе çынсем Культура çурчĕ умне вырнаçтарнă «Сывлăх пунктне» васкарĕç. Яра куна вун-вун çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерсе опытлă врачсенчен консультаци илчĕ.
Пирĕн ял территорийĕн уйрăмĕнче пурăнакансем «Сывлăх патне утăм» проектшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тав сăмахĕ калаççĕ.
Василий ЕРМОШКИН, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн сотрудникĕ:
_ Ятарласа больницăна кайса çỹреме вăхăт çукпа пĕрех, çавăнпа та рынок территорийĕнче «Сывлăх пунктне» вырнаçтарни маншăн питĕ меллĕ пулчĕ. Темиçе минут хушшинчех артерипе куç пусăмне виçтерме тата юн анализне пама пултартăм.
Ман шутпа, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ çынсем пурте мобильлĕ ФАП ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç, çак ĕçе пуçарса йĕркелекенсем вара тав сăмахне тивĕçлĕ.