«Тыл пирĕншĕн _ шанчăк, хăват...»

«Тыл пирĕншĕн _ шанчăк, хăват...»

Çак сăмахсене илтетĕн ентешĕмĕрсенчен _ ятарлă çар операцийĕнче тăракансенчен. Кирек епле пулăшу та _ пĕчĕк-и вăл, пысăк-и _ хамăра хỹтĕлекенсене кỹнĕ çăмăллăх. Тылпа фронт пĕрлĕхĕнче _ пулас Çĕнтерĕвĕн никĕсĕ.

Çакна тĕпе хурса Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ пархатарлă ĕçе _ гуманитари пулăшăвĕ йĕркелес-хатĕрлес ĕçе _ хутшăнать. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ăста алăсем хỹтлĕх карри çыхаççĕ, дронран хỹтĕленмелли утиялпа плащ тата гетры, «шăмă» минтер çĕлеççĕ.

Июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуç туса ирттертĕмĕр. Луганск тăрăхне хамăр çыхса- çĕлесе янтăланă 4 маскировка сетки, дронран хỹтĕленмелли 2 плащпа икĕ мăшăр гетры, 14 штук нỹрĕ салфетка ăсатрăмăр. Вĕсене вырăна çитерекенĕ _ Владик Ларшников (Васан ялĕ).

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» ушкăн урлă Комсомольски муниципалитет округне çак япаласене леçрĕмĕр: Чăваш Енре кăларнă 7 упаковка ĕçме (напитки) _ ахаль тата газлă шыв, лимонад, квас, консервланă пахча çимĕç, 8 маскировка сетки, дронран хỹтĕленмелли плащпа утиял (пĕтĕмпе _ 5 шт), çавăн пекех Шăмăршă ялĕн çыннисем панă простыньсем, байковăй утиялсем, Гелия Хамдеева волонтер Игорь Федотовран (Патирек) илсе килнĕ 10 витре тăварланă сало. Пирĕн кỹршĕсем вĕсене СВО зонине илсе çитернĕ ĕнтĕ.

Донецк енне Шăмăршă çамрăкĕ урлă çакна парса ятăмăр: 2 маскировка сетки, дронран хỹтĕленмелли плащпа утиял тата гетрысем (пĕтĕмпе _ 6 шт), фронт çывăхĕнчи госпитальсем валли _ «шăмă» минтер (икĕ пысăк михĕ).

Ульяновск облаçĕнчен ыйтнипе, дронран хỹтĕленмелли 2 плащпа гетрысене салтак урлă Ульяновск хулине парса ятăмăр.

Заказ вара нумай. Çак япаласем фронтри ентешĕмĕрсем валли сывлăш пекех кирлĕ: маскировка сетки (20 штук), дизельпе ĕçлекен 5 киловатлă генератор (2 шт), «Булат» тепловизор-прицел, пулă тытмалли пысăк сеть (5 штук), 180_200 сантиметрлă çывăрмалли михĕ (10 шт), пуртă (3 шт), пăчкă: моторли тата алăпа касмалли (1-ер), мăлатук (1 шт), 100-лĕ тата 150-лă пăта (пĕрер коробка), пушă михĕ (нумай), операци системиллĕ вăйă вылямалли ноутбук (1 шт), 5 квт «ТУТ» радиостанци (2 шт). Ку япаласене пирĕн кĕске вăхăтрах хатĕрлесе-тупса ăсатмалла. «Тумлам çине тумлам _ кỹлĕ пулать», _ теççĕ халăхра. Пиртен кашнийĕ пĕчĕк пулăшу парсан та, ушкăншăн усси курăмлă пулĕ. Уйрăм çынсем, уйрăм предпринимательсемпе фермерсем те çак сăваплă ĕçе хутшăнасса шанатпăр. Пухăннă укçа- тенке пысăк япаласем туянма ярсан, ĕç инвентарĕсене, сăмахран, хамăрăнне те пама юрать. Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçан пулăшас тет _ пирĕнпе çак телефонпа çыхăнăр: 8-927-853-84-81.

В.Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ.



04 июля 2025
15:23
Поделиться