«Тỹрĕ, тикĕс çулпала...»
ÇАПЛА, тахçан Букварьте вуланă сăвă йĕркисем паян, Шăмăршăри Садовая тата Совхозная урамсенче пулсан, асăма килчĕç:
«Тỹрĕ, тикĕс çулпала
Пĕр автобус вĕçтерет.
Хăйне ирĕк çул пама
Вăл таçтанах систерет».
Ĕнер çеç шăтăк-путăклă, иртсе çỹреме кансĕр çула паян вĕр-çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Çак пысăк ĕçе Шăмăршă ял территори уйрăмĕ пуçару бюджечĕн программипе пурнăçланать. Подрядчик _ «Эльбрус» ООО. Садовая урамри çул _ 2 862 691, 64 тенке, Совхозная урамри çул 4 395 141,2 тенке ларĕ. Совхозная урама çул сармалли контракта К.Маркс урамне тухмалли пăралука та кĕртнĕ. В.А.Ярмушов уйрăм предпринимательпе Шăмăршăри Ленин урамĕнче ача-пăча площадки тума контракт тунă. Хакĕ _ 2 014 550,76 тенкĕ. Çак объекта кăçалах вĕçлемелле.
В.А.Ярмушов предпринимателе тепĕр ĕç те шаннă: Шăмăршăра ял хуçалăх ярмăркки валли ятарлă вырăн тумалла. Контрактпа пăхнă хакĕ _ 6 249 860,37 тенкĕ. Подрядчик çак ĕçе кăçалхи кĕркуннеччен вĕçлеме шантарать. Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи спорт залне юсама та подрядчик тупăннă. 4 618 143,60 тенкĕ тăракан ĕçе кăçалах «КСК-Цивиль» ООО тăвĕ.
Тепĕр подрядчик _ ВДПО» ООО _ кăçал «Туслăх» спорт шкулĕнче пушар сигнализацийĕ вырнаçтарать. Çак хыпар Шăмăршă тăрăхĕн историне тĕпчекенсен тата округ аваллăхне хаклакансен чунĕсене савăнтарасса шанатпăр: Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккине («Карлинская засечная черта») тирпей-илем кĕртме тинех подрядчик тупăннă. М.Г.Драгунов уйрăм предприниматель ку ĕçе 2025-çултах вĕçлеме палăртать.
«Поволжье» ООО Шăмăршăра граждан вăрçи паттăрĕн Иван Космовскин палăкне çĕнетме пуçăнĕ. Объект хакĕ _ 620 000,00 тенкĕ. А.Н.Макаров уйрăм предприниматель вара Шăмăршăри Советская урамри обществăлла тăрăха тирпей-илем кĕртет. Çак пысăк ĕçе (контракт сумми _ 6 462 953 тенкĕ) çу кунĕсем иртсе кайиччен вĕçлесен çав тери лайăх пулĕччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.