Упа чăнах та пур-ши?
ЮЛАШКИ вăхăтра Шăмăршă вăрманĕнче упа çỹрени çинчен сас-хура сарăлчĕ. Утамана чукалсем те, карапайсем те курнă иккен. Шел те, пĕри те сăн ỹкерчĕк тăвайман. Юристсем пек каласан, «доказательство» _ çирĕплетỹ çук.
«Упа пирĕн вăрманта чăнах та пур-ши?» _ çак ыйтăва эпĕ вăрманçăсене хăйсене патăм. Вĕсем те: «пур» та, «çук» та тееймерĕç. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче ĕçлекенсем вара: _ Упа пирĕн пата хăнана килнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Вăрманта хăмла çырли пиçсе çитнĕ, утаман ăна питĕ кăмăллать, _ тесе хуравларĕç. Çапах та вĕсем çырлана çỹрекенсене асăрхануллă пулма сĕнеççĕ: упа пулмасан та, кăçал вăрманта çĕлен нумай иккен.