Виталий Еремеев: «Хĕсметре тăни чун-чĕрепе тĕрекленме пулăшрĕ»

Салтак тăван киле таврăнни _ хăйшĕн те, çывăх çыннисемшĕн те виçесĕр пысăк савăнăç, телей. Акă çак кунсенче Васан яшĕ _ Виталий Еремеев _ срочнăй службăран таврăннă.
Çуралнă ял, чун пек çывăх кил-йыш ытамне лекни ĕнерхи салтака çунатлантарчĕ. Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕн Васан ялĕнчи почтальонра тăрăшакан амăшĕ _ Наталия Васильевна, çĕр ĕçĕнче (тырă-пулă, утă çитĕнтереççĕ) тар тăкакан ашшĕ _ Владимир Васильевич, хăйсен çемйипе пурăнакан Аленăпа Светлана аппăшĕсем, Васан тĕп шкулĕнче ăс пухакан йĕкĕреш йăмăкĕсем _ Аньăпа Таня _ мĕн тери хĕпĕртерĕç! Тус-тăван, кỹршĕ-аршă Виталие курма пуçтарăнчĕ, кăмăллă калаçу çăмхине сỹтрĕ. Çапла, çулталăк хушшинче пурте тунсăхлама ĕлкĕрнĕ.
... Эпир Виталипе тата ун амăшĕпе сăмах çăмхине сỹтетпĕр.
Ял тĕп шкулĕ хыççăн, 2021-çулта, В.Еремеев Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çул хушшинче каменщик, сварщик специальноçĕсене алла илнĕ. Унтан, 2024- çулăн çурхи призывĕпе салтак гимнастеркине тăхăннă. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Хабаровскра пурнăçланă: танк çарĕнче тăнă. Инçет Хĕвел тухăçĕн хаяр климатне хăнăхма, паллах, çăмăл пулман. Икĕ тинĕспе (Японское, Охотское) «çăвăнакан» хулара пурăнса чĕрĕ сывлăш сиенне те, инçетри Чăваш çĕр-шывĕшĕн тунсăхланине те, службăри йывăрлăха та тỹссе ирттернĕ. Ял ачи _ ĕçре пиçĕхнĕскер _ теме те чăтма пултарать çав! Чаçри пĕртен-пĕр чăваш вырăссемпе, бурятсемпе, якутсемпе, тувинецсемпе тата ытти наци çыннисемпе туслăхра та пĕрлĕхре пурăннă. Çар командованийĕ хушнине таса чунпа пурнăçланă Васан каччи, дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Кайран, Брянск тăрăхне куçарсан та, примерлă салтак пулнă. Кĕçĕн сержанта çити ỹснĕ. Çар командованийĕн Тав çырăвне тивĕçни те ăнсăртран мар. _ Салтакăн чи малтан мораль тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ, паллах, сывлăх енĕпе те çирĕп, тĕреклĕ пулмалла, _ тет 19-ти çамрăк. _ Ĕçри хăнăхупа спорт, шкулта илнĕ пуçламăш çар пĕлĕвĕ кирек камшăн та кирлĕ.
Виталипе пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсен те салтака кайма ят тухнă. Халĕрех кăна ял-йыш Костя Урмаева, Артем Смаева, Дмитрий Кузнецова, Данил Якушова, Родион Полякова çара ăсатрĕ. Çак кунсенче Антон Якушовăн та инçе çула тухмалла. Кĕркунне Димитрий Кузнецовăн служби вĕçленмелле. Николай Якушов вара тин кăна таврăнчĕ. Çарти тусĕсене Виталий ырлăх-сывлăхпа пĕрле ăнăçу сунать.
_ Таса та сăваплă тивĕçе юлташăмсем чыслăн пурнăçласса çирĕп шанатăп, _ терĕ тĕл пулу вĕçĕнче Виталий Владимирович, çывăх вăхăтрах çĕр-шывăмăрăн пысăк стройкисенчен пĕринче вăй хума ĕмĕтленекенскер.
Зинаида Свеклова.