Заявкăсене июлĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ял хуçалăх министерстви килти хушма хуçалăха аталантаракан тата «Профессиллĕ тупăш çине хуракан налук» режимпа усă куракан граждансене пулăшас тĕллевпе субсиди парасси çинчен пĕлтернĕ, документсене июлĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Субсидие сăвăнакан ĕне, качака е ĕне усрама, çак выльăхсене туянма, искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ чух пулакан тăкака саплаштарма, ял хуçалăх техники, минерал удобренийĕ туянма, тăпрана агрохими енчен тĕрĕслеме, вăрлăха лаборатори витĕр кăларма, хурт-хăмăр ĕрчетмелли тавар туянма параççĕ. Пĕр хушма хуçалăх çулталăкра 700 пин тенкĕрен ытла илме пултараймасть.
Субсиди илес текенсем тĕплĕнрех «Электронный бюджет» электрон площадкине вырнаçтарнă информаципе паллашма, çавăн пекех округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕнчен ыйтса пĕлме пултараççĕ.
С.ИЛЬИНА.