Чĕлĕм çинчи Парккай е удельни приказĕ пирки

Чĕлĕм çинчи Парккай е удельни приказĕ пирки

1835-Çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Вырăс патшалăх Правительствин Сеначĕ Ятарлă Указ кăларать. Унпа килĕшỹллĕн, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче пурăнакан патшалăх хресченĕсене Император Çурчĕн Министерствин Удел Департаменчĕ аллине параççĕ.

Пăва уесĕнче удела 26 667 арçынна (ун чух хĕрарăмсене шута илмен _ авт.) куçараççĕ. Хресченсене ертсе пыма вулăс вырăнне удельни приказĕсем туса хураççĕ.

Вулакана «патшалăх хресченĕ» ят мĕне пĕлтернине ăнлантарса пани те кирлĕ пулĕ.

Помещик хресченĕсемпе танлаштарсан, патшалăх хресченĕсем пурăнмалли вырăна улăштарма пултарнă, вĕсене купец е мещан таран çĕкленме те чарман. Хресченсем çĕрпе усă курнăшăн патшана оброк тỹленĕ. Удельни хресченĕсем император çемйин удельни çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăннă, вĕсем патшана оброк тỹленĕ тата çĕре сутăн илме те пултарнă. Çĕр пирки сиксе тухакан тавлашусене удельни администрацийĕ татса панă. Хальхи Шăмăршă тăрăхĕнчи хресченсене Шăхаль, Шăмалак тата Паркино приказĕсене кĕртнĕ, приказсем Чĕмпĕр удельни кантурĕн Пăвари уйрăмне пăхăнса тăнă. Паян эпĕ Паркино (Парккай) приказĕ çинчен каласа парасшăн. Çак приказра Шамккай ялĕнчи ясак (налук) тỹлекен _ 249 арçын, Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи ясак тỹлекен _ 281 арçын, Вырăс Чукал ялĕнчи ясак тỹлекен _ 156 арçын, Никишино ялĕнчи однодворецсем (салтак службине хутшăнакансем) _ 97 арçын, Кивĕ Чукал ялĕнчи ясак тỹлекен _ 242 арçын, Çĕнĕ Чукал ялĕнчи ясак тỹлекен _ 182 арçын, Карапай Шăмăршă ялĕнчи ясак тỹлекен 140 арçын шутланнă. Паркино (Парккай) _ Чĕлĕм çырми хĕрринче вырнаçнă ирçе ялĕ. Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, IV-Иван патша хăй патĕнчи службăра паттăрлăх кăтартнă Отя (Покша) ятлă ирçе салтакне çĕр парнеленĕ. Отяпа ывăлĕсем сĕм вăрмана касса тата йывăç тымарне кăкласа Паркино (Парккай), Аркаево (Арккай), Атяшкино (Атяшкай) тата Помаево (Помай) ялĕсене йĕркелесе яраççĕ.

Хальхи вăхăтра Помаево ялĕ çук ĕнтĕ, Аркаевăпа Атяшкинăра та темиçе кил çеç юлнă.

Приказ центрĕпе вулăс ялĕ пулнă Паркино вара пурăнать-ха. Вăл Ульяновск облаçĕн Сурски районĕнчи Астродамовка ял тăрăхне кĕрет. Юлашки çырав ялта 167 çын пурăннине палăртнă (37 процент _ ирçесем, 36 процент _ вырăссем, ытти наци _ 27 процент).

1913-çулта вара ялта 220 кил- хуçалăх шутланнă, 1374 çын (пурте тенĕ пекех _ ирçесем) пурăнни паллă. Ялта чиркỹ тата земство училищи ĕçленĕ.

Паркино ялĕ Шăмăршăран 35 çухрăмра вырнаçнă. Паллах ĕнтĕ, Карапай Шăмăршă хресченĕсене вăрман урлă приказ центрне кайса çỹреме çăмăл пулман. Çул çинче упапа кашкăртан та, вăрă-хурахран та хытă шикленнĕ.

Мана Карапай Шăмăршă ялне _ мĕншĕн аякри Паркино приказне, Шăмăршă ялне вара Шăхаль приказне кĕртни тĕлĕнтерчĕ. Реформа вăхăтĕнче çын шутне тĕп вырăна хунă иккен: приказ йĕркелеме Паркинăра арçын сахалрах пулнипе, Карапай Шăмăрша унта «чышнă».

Паянхи Паркинăра ытларах пенсионерсем пурăнаççĕ. Çамрăк çемьесем _ çукпа пĕрех. 2023-çулта _ пĕр ача, 2024-çулта пĕр ача çеç çуралнă. Ялта икĕ фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Çамрăксем Мускав, Питĕр, Ульяновск хулисенче вахта майĕпе вăй хураççĕ.

...Архивра «чакаланнă» чух тепĕр интереслĕ документ та асăрхарăм. «Статистические описания Паркинского приказа Симбирской удельной имении» справочникра (1857-1858 çулсем) çапла çырнă:

«В д. Старые Чукалы 303 души муж. пола, расположена на реке Выгорне; в д.Новые Чукалы 209 душ муж. пола, расположена на речке Балмандышке; в д.Русские Чукалы 164 душ муж. пола, расположена на речке Балмандышке. Главная промышленность крестьян состоит в хлебопашестве, в скотоводстве и в скидке дегтя.

У крестьян этих селений усадьбы заключаются в хмелевых садах, которые приносят им значительные доходы через продажу хмеля. Ежегодно чукальские крестьяне вывозят по 20-30 пудов хмеля в Симбирскую и Астродамовскую ярмарку и получают приличный барыш. Один зажиточный крестьянин из д.Русские Чукалы, некий Саморзин Терентий, открыл в г.Симбирск небольшую лавку по продаже меда, лесных даров и дегтя». (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГАУО, Ф-318, Оп.1.Д.1405, Л.59-61).

Чăвашла куçарсан çапла ăнланмалла: Кивĕ, Çĕнĕ тата Вырăс Чукал ялĕсенче пурăнакансем çĕр çинче ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тата тикĕт юхтарса тупăш курнă.

Хресченсем килти хуçалăхра хăмла туса илсе Чĕмпĕр тата Сартункка ярмăрккисенче сутаççĕ. Вырăс Чукалĕнчи пĕр пуян хресчен вара Чĕмпĕрте пĕчĕк лавкка та уçнă: унта пыл, кăмпа-çырла, милĕк тата тикĕт сутать иккен.

Паркино приказĕпе çыхăннă ытти документ та интереслĕ. Вĕсенче _ пирĕн истори, халăх кун-çулĕ. Иртнине вара манма юрамасть, ваттисен хăйсем мĕн пĕлнине çамрăксене каласа хăвармалла.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă)

 



11 июля 2025
14:49
Поделиться