Депутатсем пулăшрĕç

Манăн аттем Николай Васильевич Куликов (Виçпỹрт Шăмăршă), 1922-çулта çуралнăскер, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Фашизма çĕнтерсе тăван киле таврăнма Турă пỹрнĕ ăна.
Вăрçă хыççăн аттем мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. «Правда» колхозра вăй хунă. Уйрăмах склад заведующийĕнче ĕçленĕ чух йĕркелĕхпе те яваплăхпа палăрнă. 1974- çулта юратнă çыннăмăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Тăван ялăн масарĕнче вăл ĕмĕрлĕх канăç тупрĕ.
Юлашки вăхăтра çывăх çыннăмăн вил тăприйĕ çине палăк лартас шухăш канăçсăрлантарчĕ. Вăрçă участникне асра тытасси, сума сăвасси _ пирвайхи тивĕç-çке! Шел, укçа-тенкĕ хĕсĕкки ура хучĕ. Эпĕ палăк лартас ыйтупа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева çине тухрăм. Алла Леонидовна ман пăшăрханăва ăнланчĕ, ыйтăва татса пама шантарчĕ. Вăл Шăмăршă тата Патăрьел округĕсен çыннисемпе суйланнă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Антоновпа çыхăннă. Валерий Михайлович вара эпĕ заказ панă палăкшăн укçа тỹлерĕ. ...
Халĕ Виçпỹрт Шăмăршă масарĕнче çывăх çыннăмăн _ Аслă Аттелĕх вăрçи участникĕн Николай Куликовăн _ палăкĕ çĕкленчĕ. Вăл _ ас тăвăм палли. Пире тăнăçлăхшăн, телейлĕ пурнăçшăн кĕрешмеллине ас тутарĕ... Çỹлерех асăннă депутатăмăрсен _ ахаль çынсен нушине чĕре патне илсе пулăшу пама васкакан Çыннăмăрсен пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуç таятăп. Ĕçĕр яланах çынна юрăхлă пултăр!
Л.Матвеева, Шупашкар-Виçпỹрт Шăмăршă.