Элекшĕн _ штраф
РАÇÇЕЙ Патшалăх Думи çын пирки элек сарнăшăн çирĕп айăпласси çинчен саккун йышăннă. Элекшĕн 1 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 240 сехет таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ. Çынна хăратнăшăн тата ун пирки курайманлăхпа çыхăннă сас-хура сарнăшăн 5 çул таран ирĕкрен хăтарма палăртнă. Шел пулин те, пурнăçра пĕр айăпсăр çын çинчен элек сарса çỹрекенсем те тĕл пулаççĕ-ха. Хăйсен "çĕлен чĕлхипе" вĕсем таса çынна варалама, сывлăхне хавшатма тăрăшаççĕ. Çĕнĕ саккун усал кăмăллă çынсене пуçран шăлса каçармĕ, чĕлхене чарайманнисене çирĕп айăплав кĕтет.
В.НИКОЛАЕВ.