«Эльбрус» Чаткаса илем кỹрет

«Эльбрус» Чаткаса илем кỹрет

«ЭЛЬБРУС» ООО Анат Чаткас ялĕнчи Чапаев тата Максим Горький урамĕсенчи çула тĕпрен юсаса çĕнетет. Чапаев урамĕнче асфальт сарас ĕç вĕçленчĕ ĕнтĕ. Çул тăвакансен ĕçĕпе ял çыннисем кăмăллă. Ялти çула пуçару бюджечĕн укçи-тенкипе юсаççĕ. Асфальт сарнă çулпа утма та кăмăллă, транспорт та пĕр чăрмавсăр çỹреме пултарать.

_ Халĕ пире аякран килекен хăнасене кĕтсе илме те намăс мар, _ савăнсах калаçаççĕ ял çыннисем. _ Пуçару бюджечĕн программине çитес çул та хутшăнасчĕ-ха. «Халăх сурать _ кỹлĕ пулать», _ тесе ваттисем ахальтен каламан!

Л.ПЕТРОВА, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ.



11 июля 2025
14:48
Поделиться