«Хỹтлĕх карри шанчăклăн хỹтĕлетĕр...»

«Хỹтлĕх карри шанчăклăн хỹтĕлетĕр...»

Ятарлă çар операцийĕнче тăракан салтаксене пулăшассине Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн членĕсем пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ.

Акă Шăмăршăра пурăнакан Галина Портнова, Ирина Моисеева, Зинаида Леонтьева, Людмила Захарова Раççей Ял хуçалăх банкĕн 2-мĕш хутне кунсерен пуçтарăнса пархатарлă ĕç тăваççĕ: маскировка сетки çыхаççĕ. Кăçалхи январьтен пуçласа паянхи кунччен ылтăн алăсем 83 хỹтлĕх карри çыхса хатĕрленĕ. Вĕсене отпуска таврăннă ентешĕмĕрсем урлă тĕрлĕ çĕре ăсатаççĕ. Материал туянмашкăн округ çыннисем укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Уйрăмах Пăчăрлă Пашьелĕнчи Егор Кудряшов уйрăм предприниматель, Пуянкассинчи Геннадипе Валерий Макаровсем (ашшĕпе ывăлĕ), вырăнти депутатсем пысăк яваплăх туйса пулăшма васкаççĕ. Пурте ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Антоновăн ырă тĕслĕхĕпе (вăл _ яланхи пулăшуçă) хавхаланаççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă чух, паллах, апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, медикаментсем те пухса-туянса параççĕ.

Паянхи куна 20 маскировка сетки хăйсен хуçисене кĕтет. Халĕ тесен _ халь вĕсене инçе çула парса яма пултаратпăр.

И.Пыркина, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ.



11 июля 2025
14:33
Поделиться