Инвалид валли _ пандус

ШĂМĂРШĂ район прокуратури округ центрĕнчи нумай хваттерлĕ пĕр çуртра пурăнакан çыннăн ыйтăвне ăнăçлă татса панă. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ хăйне çурт подъездне кĕме питĕ йывăрри, унта пандус вырнаçтарманни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ. Прокуратура управляющи компани ячĕпе представлени çырнă, инвалид ыйтăвне кĕске вăхăтрах тивĕçтерме хушнă.

Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çурт пусми çине илĕнсе хурăнакан (откидной) пандус вырнаçтарнă.



11 июля 2025
10:21
Поделиться