Çырлаллă Питрав _ пысăк уяв
Православи тĕнĕпе пурăнакансем июлĕн 12-мĕшĕнче Питрав праçникне паллă тăваççĕ. Ăна христианствăна сарнăшăн пĕр кунта асаплантарса вĕлернĕ Петр тата Павел апостолсене асăнса ирттереççĕ.
Православи чиркĕвĕ Петр тата Павел апостолсене чи малтан асăнать. Çак апостолсем Евангели вĕрентĕвне (проповедь) сарас тĕлĕшпе Туррăмăрăн чи вăйлă тăрăшаканĕсем пулнă. Петр апостол _ иудейсем, Павел апостол чĕлхе тĕнĕпе пурăнакансем (язычники) хушшинче ĕçленĕ.
Петр апостола, ахаль пулăçа, хăйĕн тетĕшĕпе _ Андрей апостолпа пĕрле Иисус Христос Хăй чĕнсе илнĕ, ăна тĕнчене çăлассинче пур çĕрте те пулăшса пынă. Турă çỹле кайсан (Вознесение Господня) Петр апостол Иерусалимра Чĕрĕлсе тăнă Турă çинчен пĕлтерсе çỹренĕ. Çавăншăн ăна айăпланă.
Павел апостол малтанласа христиансене хăваланă. Стефан архидиакона асаплантарса вĕлернĕ çĕре те хутшăннă, çапах та Турра ĕненме пуçласа Унăн вĕрентĕвне çын ăмсанмалла сарма пултарнă.
Икĕ апостола та Христос тĕнне тытса пынишĕн, 67-çулăн пĕр кунĕнче христиансене хăваланă чух, асаплантарнă. Петр апостола хĕрес çумне пуç хĕрлĕ çакнă, Павел апостола хĕçпе касса вĕлернĕ.
Питрав кунĕнче чиркĕве кайса Петрпа Павел апостолсем ячĕпе иртекен литургире пулни, çурта çутни, уяв символне _ çырлана _ кĕл тутарни питех те вырăнлă. Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.