Кубок _ «Шăмăршă» командăра
ПУЯНКАССИ ял территори уйрăмĕнче физкультурăпа спорт _ пысăк хисепре. Çамрăксем уйрăмах футболла выляма юратаççĕ, тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ.
Акă июлĕн 5-мĕшĕнче Пуянкасси стадионĕнче Валерий Кузнецов воин-интернационалиста асăнса футбол турнирĕ иртрĕ. Ăмăрту пуçланас умĕн Афганистанра паттăррăн çапăçса вилнĕ Кахăрлă Шăхаль каччине, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне асăнса калаçрĕç. Ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Сергей Петров, Валерий Кузнецовăн çывăх тусĕ пулнă Шăмăршă округĕн хисеплĕ гражданинĕ Олег Ефимов тата ыттисем паттăр ентеш пирки чĕрене хумхантаракан ырă сăмах каларĕç.
Футбол вăййи питĕ çивĕч иртрĕ. Турнирта «Шăмăршă» команда _ пĕрремĕш вырăн йышăнса _ Валерий Кузнецов ячĕллĕ Кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ «Красный Бор» тата «ДМБ» командăсем. Футболистсене Грамотăпа тата медальпе чысларĕç. «Чи лайăх вратарь» ята _ Анатолий Андреев, «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» ята _ Николай Гладков, «Чи лайăх çурма хỹтĕлевçĕ» ята _ Валерий Кудряшов, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Сергей Андронов тивĕçрĕç.
Çак кунах стадионра Валерий Кузнецов воин-интернационалиста асăнса çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ те иртрĕ. Пуринчен те хытăрах чупакансене парнепе хавхалантарчĕç. Пуянкасси ял территорийĕн уйрăмĕ тата Валерий Кузнецовăн тăванĕсем спорт ăмăртăвĕ ирттерме пулăшу панă спонсорсене хаçат урлă чĕререн тав тăваççĕ. Паттăрсем _ халăх асĕнче, çамрăк ăру вĕсене чыс-хисеп туни патриотизм воспитанийĕн ĕçĕнче пысăк усă кỹрет.
С.ПЕТРОВ.