«Мирлĕ пурнăçа _ утăм» проектпа - десант

ЯТАРЛĂ çар операцине хутшăнакан кашни боеца, салтаксемпе офицерсен çемйисене пур енлĕ тата тивĕçлĕ пулăшу памалла _ çакăн пек тĕллев лартнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Мирлĕ пурнăçа _ утăм» çĕнĕ проекта хута янă май. Çак проектпа килĕшỹллĕн, июлĕн 6-мĕшĕнче Шăмăршăра «Пулăшу десанчĕ» ушкăн пулчĕ.
Культура Керменĕнче иртнĕ мероприятие республикăри пысăк квалификациллĕ юристсем, ĕçе вырнаçтаракан центр сотрудникĕсем, «Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем» фондра ĕçлекенсем, муниципалитет округ администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе ял территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. «Пулăшу десанчĕ» йышăнăва килнĕ кашни çыннах юридици пулăшăвĕ пама тăрăшрĕ, СВО ветеранĕсене ĕçе вырнаçтарма е вĕренỹ заведенийĕсенче специальность илме май пурри çинчен ăнлантарса пачĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем те экспертсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç, тивĕçлĕ консультаци илчĕç. Çак кун йышăнăва 17 çын килчĕ.
«Пулăшу десанчĕн» ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин хутшăнчĕ, йышăнăва килнисен ыйтăвĕсене май пур таран вырăнтах татса пама шантарчĕ. «Пулăшу десанчĕ» республикăри кашни муниципалитет округнех çитет, «Мирлĕ пурнăçа _ утăм» проект чăннипех те хăйĕн усси пысăк пулнине ĕçпе çирĕплетет.
Ив.САЛАНДАЕВ.
Александр ЧАМЕЕВ, Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ:
_ Юрист специальноçĕ илнĕ май, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене çĕнĕ саккунсемпе паллаштарма тăрăшатăп, нумай ыйтăва вырăнтах татса паратпăр. Çапах та Шупашкартан пысăк квалификациллĕ юристсем килнине питĕ лайăх тесе шутлатăп. «Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем» фондра ĕçлекенсем те йышăнăва килнисене консультаци пачĕç. «Пулăшу десанчĕн» ĕçне «пиллĕк» паллăпа хаклама пулать!
Феннур РАХМАТУЛЛОВ, Палтиел ял территори уйрăмĕн начальникĕ:
_ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн кашни проекчĕ _ халăхшăн тăрăшни. «Сывлăх патне _ утăм» проектпа районти тĕп больница врачĕсем кашни ялтах мобильлĕ ФАП йĕркелесе çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Пирĕн ялта вĕсем июлĕн 24-мĕшĕнче пулĕç, çак ырă хыпара халăх патне çитерме тăрăшатпăр. «Мирлĕ пурнăçа _ утăм» проекта та чунтан ырлатăп, «Пулăшу десанчĕ» Шăмăрша килнине эрнери чи паллă событи тесе хаклатăп. Десант патне йышăнăва пынă кашни çын юристсенчен тỹлевсĕрех кирлĕ консультаци илме пултарчĕ.