Мускавран _ экспедицире

Мускавран _ экспедицире

Хутăш вăрманлă, вун-вун тĕрлĕ чечекпе çиçекен улăх-çаранлă, кĕмĕл Хырла шывĕллĕ Шăмăршă тăрăхĕ _ туристсене илĕртекен ытарайми вырăн. Ахальтен мар пирĕн тăрăхра Атăл çи тăрăхĕнчен те, аякри Çĕпĕртен те хăнасем нумаййăн пулаççĕ, кунти илемпе киленеççĕ.

Çак кунсенче пирĕн округра Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн музыкăпа этнографи экспедицийĕ иртрĕ. Ăна Наталья Николаевна Гилярова профессор йĕркелерĕ, вырăнти кураторсем _ ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Шăмăршăри Халăх театрĕн режиссерĕ Валентина Львова, çак йĕркесен авторĕ вĕсене ертсе çỹрерĕç.

Хăнасем Пуянкассине çитсе килчĕç. Ял сăн-сăпачĕпе çеç мар, «Аххаяс» Халăх фольклор ансамблĕн (ертỹçи _ ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Надежда Федотова) пултарулăхĕпе те паллашрĕç. Халăх юрри управçисем _ Лидия Полякова (Пуянкасси), Нина Ларшникова (Кивĕ Шăмăршă) юрланине итлерĕç. Анатри чăвашсен йăли-йĕркипе, культурипе çыхăннă пултарулăх номерĕсем экспедицие килнисен чун-чĕрине тыткăнларĕç. Ял-йышра сарăлнă халăх юрри- сене, «Улах сăри», «Сурхури», «Вăйă» йĕркисене, халăх вăййисене çырса-ỹкерсе илчĕç.

Çавăн пекех хăнасем Васанти Герман Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕнче, çак ялти ЧР этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анджела Егоровăн Чăваш кил-çурчĕн музейĕнче экспонатсем курса тĕлĕнчĕç, чăваш халăхĕн ăс-хакăлпа пурлăх культурин пуянлăхĕ виçесĕррине ĕненчĕç.

Асанкассине те çитрĕç экспедици членĕсем. Кунта пурăнакан тутар халăх йăли-йĕрки тата юрри управçисен Шемшибеню Айнетдинова (1929 çç.), Хадиче Хайретдинова (1933 çç.) ăсталăхĕпе паллашрĕç.

Экспедици ушкăнĕ Карапай Шăмăршăра «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕпе (ертỹçи _ Алина Алексеева) тĕл пулчĕ. Вырăнти йăла-йĕрке управçисем «Вăйă», «Мăнкун», «Утă çи» йăли-йĕркине кăтартрĕç. Туй юррисене, çĕнĕ хăта юррисене, салтак (рекрут) юррисене _ Геннадий Ильин юрăçă тата хут купăсçă, хĕр йĕррине ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Падюкова шăрантарчĕç. Çакна веçех Мускаври специалистсем видеопа ỹкерсе-çырса илчĕç.

Çапла, Шăмăрш Ен çут çанталăк илемĕпе те, вырăнти талантсемпе те аякри хăнасен кăмăлне тивĕçтерчĕ.

В.Кузьмина, округри централизациленĕ клубсен системин директорĕн çумĕ.



11 июля 2025
13:50
Поделиться