Никĕс хывнă, ĕç малалла пырать
ШĂМĂРШĂРИ «Строитель плюс» ООО Палтиелĕнче тухтăр амбулаторийĕ тума пуçăнни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра подрядчик çĕр чавмалли ĕçе вĕçленĕ, никĕсе бетон ярса çирĕплетнĕ. Часах стенана хăпартма та пуçлĕç.
Амбулаторие «Вăрăм та хастар пурнăç» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тăваççĕ. Объекта кăçал хута яма палăртнă. Çĕнĕ медицина учрежденийĕ Палтиел çыннисемпе çывăхри ытти ялта пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшĕ. Амбулаторире хальхи вăхăтри оборудовани вырнаçтарма палăртнă.