Олег НИКОЛАЕВ: «Чăваш Ен правительстви СВО участникĕсен çемйисене пур енлĕ пулăшу парĕ»

ÇЕМЬЕ, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе тĕл пулнă. Ăшă кăмăллă тĕл пулу Шупашкар хулинчи пĕрремĕш клиника больници çумĕнчи пулас ашшĕ-амăшĕн Шкулĕнче иртнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева хĕрарăмсене «Паттăр пулмашкăн çуралнă» фотоальбом парнеленĕ тата «Чудо, рожденное Героем» медальпе чысланă. Олег Николаев çар çыннисен çемйисене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, кашни çемье хăйсен арçыннисемшĕн шанчăклă тыл пулса тăнине палăртнă.
Олег Алексеевич СВО участникĕсем çывăх вăхăтра тăван киле çĕнтерỹпе таврăнасса çирĕп шанса тăни çинчен каланă. «Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен ачисем» проектпа килĕшỹллĕн иртекен «Чудо, рожденное Героем» акцие ятарлă çар операцийĕнче çапăçакансен ачисене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Олег Николаев: «Чăваш Ен правительстви СВО участникĕсен çемйисене пур енлĕ пулăшу парĕ», _ тесе çирĕплетсех каланă.
Хулари пĕрремĕш номерлĕ клиника больницинче пулнă май, Олег Алексеевич хĕрарăм сывлăхне сыхлакан сферăри кабинетсемпе паллашнă. Перинаталь центрĕпе консультаци-диагностика уйрăмĕнче кăнтăрлахи стационарăн икĕ консультацийĕ, йывăр çын хĕрарăмсене медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр, хĕрарăм чирĕсене маларах тупса палăртмалли ятарлă кабинетсем пур. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кунта ача çуратмалли ỹсĕмри 9802 хĕрарăм диспансеризаци иртнĕ.
Н.ИЛЬИНА.