«Пирĕн тỹпе Çĕнтерỹшĕн пултăр!»

«Пирĕн тỹпе Çĕнтерỹшĕн пултăр!»

Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн çыннисем, çывăх тăванĕсем, ытти çĕрте пурăнакан ентешсем иртнĕ эрнере пархатарлă ĕç турĕç: гуманитари япалисем пухса-туянса ятарлă çар операцине ăсатрĕç. Гаври (позывной) тата ун юлташĕсем патне апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, ĕç инвентарĕ, хỹтлĕх япалисем çитернĕ. Вĕсен шутĕнче: моторлă пăчкă, медикаментсем, зарядник, матрассем, çывăрмалли михĕсем, дронран хỹтĕленмелли плащ, футболкăсем, аялти кĕпе-йĕм, нускисем, какай тушенки, тăварланă сало т.ыт.те.

Гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ те хăй тỹпине хывнă. Вăл дронран хỹтĕленмелли 2 плащпа 1 утиял панă. Гаври тăван ял-йыша, çывăх çыннисене, пĕлĕшĕсене хăйне тата юлташĕсене курăмлă пулăшу панăшăн чунтан тав тăвать, пурне те çирĕп сывлăх сунать. Гуманитарка питех те вырăнлă иккенне палăртать. Паллах, Çĕнтерỹпе таврăнма шантарать вăл.

Тыл фронта пулăшни _ Çĕнтерĕвĕн çирĕп никĕсĕ. Ку енĕпе ял-йышăн ăнланулăхĕ ỹссех пырать. Çывăх вăхăтрах ытти салтакăмăр патне те гуманитари япалисем яма тĕллев лартрăмăр.

Л.Николаева, волонтер, Анат Чаткас ялĕ.



11 июля 2025
14:32
Поделиться