Пĕр кунлăха _ мăнастире

ЧĂВАШ ЕНРЕ ачасене пĕр кунлăха мăнастире яма пулать. Республикăра «Пĕр кун _ мăнастирте» проект пуçарнă. Çак проекта 500-е яхăн ача хутшăнĕ.

Ачасене Муркаш округĕнчи тата Шупашкарти _ арçын, Çĕрпỹри _ хĕрарăм мăнастирĕпе тата Улатăрти мăнастирпе паллаштарĕç, унти пурнăç пирки каласа кăтартĕç. Арçын ачасене _ чан çапма, хĕрачасене чиркỹ тумĕсем çинче тĕрлеме вĕрентĕç. Ачасем кĕлĕсене те хутшăнĕç, тропарь (чиркỹ гимнĕ) вулĕç.



11 июля 2025
10:20
Поделиться