Ăратлă выльăхсен аукционĕ иртет

ИЮЛĔН 18-19-мĕшĕсенче «Чебомилк» агропаркра Пĕтĕм Раççейри ăратлă выльăхсен иккĕмĕш аукционĕ иртет. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пуçарнипе «Чебомилк» агрокомплекс йĕркелет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, çак пуçарăва ырланă май, аукцион пирĕн выльăх-чĕрлĕх отрасльне тата конкурентлăха ỹстерме пулăшнине палăртнă.

Аукцион программинче _ ăратлă выльăхсен презентацийĕ тата вĕсене сутасси. Кунта «Чебомилк», «Румелко Агро», «Труд» АФ», «Килачевский» ял хуçалăх предприятийĕсем ăратлă пушмак пăру тăратаççĕ. Аукцион онлайн-трансляцине пĕтĕм Раççейлĕх тата СНГ çĕр-шывĕсенче йĕркелеççĕ. Мероприяти 15 сехетре пуçланать.

Июлĕн 19-мĕшĕнче _ «Сĕт вăхăчĕ» фестиваль программипе килĕшỹллĕн _ ача-пăча ỹкерчĕкĕсен «Супер Ĕне» конкурсĕ иртет. Фестивале çĕр-шыври паллă «Земляне» ушкăн илем кỹрĕ. Концерт Промышленная урамăн 16-мĕш çурчĕ умĕнче _ уçă çĕрте _ иртет, унта тỹлевсĕр кĕртеççĕ.

Н.ИЛЬИНА.



11 июля 2025
14:46
Поделиться