Салтак тỹмми чечек парнеленĕ

ÇЕМЬЕ, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн опекăпа попечительство органĕн специалисчĕсем, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси членĕсем тата халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта ĕçлекенсем СВО участникĕсен çемйисене, нумай ачаллă амăшĕсене тата йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене çитсе салтак тỹмми (ромашка) чечек çыххи парнеленĕ.
Парни хаклă пулмасан та, савăнăçĕ пысăк пулнă. Чечек çыххипе ăшă сăмах пурин чĕринче те уяв кăмăлне çĕкленĕ.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне округри ял территори уйрăмĕсенче те савăнăçлă уявланă, пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене салтак тỹмми чечекĕпе чысланă.
_ Эпир _ çамрăк мăшăр-ха, иккĕмĕш çул çеç _ пĕр çемьере, _ тенĕ пирĕн корреспондента Шăмăршăра пурăнакан Николай. _ Апла пулин те савнă мăшăрăма салтак тỹмми чечекĕ парнелерĕм. Шăмăршăра çуккипе, Патăрьелне кайса туянтăм. Эх, мĕн тери савăнчĕ манăн юратнă çыннăм!
С.ИВАНОВ.