Ăшшăн саламлатпăр

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн тата професси уявĕ ячĕпе «Раççей почти» акционер обществин Чăваш Республикинчи управленийĕн Шăмăршă округĕнчи çак ĕçченсене хавхалантарнă:

Марина Валерияновна СЕМЕНОВĂНА _ Елчĕкри почтамтăн Шăмăршăри уйрăмĕн начальникне _ «Раççей почти» АО генеральнăй директорĕн Тав çырăвĕпе;

Татьяна Львовна ЛУБОШН ОВĂНА _ Кивĕ Чукал почта уйрăмĕн начальникне _ «Раççей почти» АО макрорегион Хисеп грамотипе тата Чăваш Республикинчи управлени директорĕн Тав çырăвĕпе;

Людмила Николаевна НЕФЕДОВĂНА _ Çĕнĕ Чукал почта уйрăмĕн начальникне _ «Раççей почти» АО Чăваш Республикинчи управлени директорĕн Тав çырăвĕпе;

Юлия Николаевна ТЮНЮКОВĂНА _ Кивĕ Чукал ялĕнчи почтальонкăна _ «Раççей почти» АО Чăваш Республикинчи управлени директорĕн Тав çырăвĕпе;

Юлия Николаевна РОМАНОВĂНА _ Шăмăршăри почта уйрăмĕн çыхăну операторне _ «Раççей почти» АО Чăваш Республикинчи управлени директорĕн Тав çырăвĕпе;

Ольга Федоровна БОРИСОВĂНА _ Шăмăршăри почта уйрăмĕн çыхăну операторне _ çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн Хисеп грамотипе.

Елчĕкри почтамт начальникĕ Алина Федоровна ГОЛОВИНА почта ĕçченĕсемпе хисеплĕ ветерансене професси уявĕ ячĕпе çак сăвă йĕркисемпе ăшшăн саламлать:

Эсир _ хыпар валеçекенсем,

Эсир _ савăнăç кỹрекенсем.

Тав сăмахĕ сире _ чĕререн,

Çирĕп сывлăхлă пулăр куллен!



11 июля 2025
10:05
Поделиться