«Сывлăх патне _ утăм» проект. Малтанхи кăтартусем

«Сывлăх патне _ утăм» проект. Малтанхи кăтартусем

ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе ĕçлеме пуçланă «Сывлăх патне _ утăм» проект пирĕн округра хăйĕн малтанхи «çимĕçне» кỹчĕ-и? Вăхăта ахаль ирттерни çеç пулмарĕ-и? Çак ыйтăва пирĕн корреспондент Шăмăршă район больницин тĕп врачне Ирина СМИРНОВĂНА панă.

_ Малтанхи кăтартусем проект питĕ усăллă пулнине çирĕплетеççĕ, _ тенĕ Ирина Анатольевна. _ Хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ 355 çынран 117-ĕшĕ _ юн пусăмĕ ỹснипе, 52-шĕ _ холестерин хисепĕ пысăккипе, 44-шĕ _ юнри сахăр шайĕ ỹснипе, 221-шĕ _ йывăрăшĕ виçерен пысăккипе, 2-шĕ куç пусăмĕ пысăккипе аптăрани палăрчĕ. Çак çынсенчен чылайăшĕ хăйсен чирĕ çинчен пĕлмен те. Юн пусăмĕ пысăкки, сăмахран, инфаркт е инсульт патне илсе çитерме пултарать. Холестерин ỹссе кайни чĕрепеюн тымарĕсемшĕн питĕ сиенлĕ. Куç пусăмĕ (внутриглазное давление) ỹсни çын пачах та суккăрланасси патне те илсе çитерме пултарать.

_ Ирина Анатольевна, чире тупса палăртрăр тейĕпĕр. Малалла мĕн тума шутлатăр?

_ Сиплемелле! 75 çынна тепĕр хут анализ пама тата врачран консультаци илме ятăмăр. 80 пациентăн вара сайра тĕл пулакан специалистсем патĕнче тарăннăн диагностика витĕр тухмалла.

«Сывлăх патне _ утăм» проект малалла ĕçлет. Округра пурăнакансене эпĕ мобильлĕ ФАПа пырса сывлăха тĕрĕслеттерме чĕнсе калатăп.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



11 июля 2025
13:48
Поделиться