Таврăнăр киле

Тăнăçлăх та ырăлăх пултăрччĕ тесе,

Кайрĕ тухса халăх ак вăрçă хирне.

Ашшĕ-амăшĕ, кỹрши ячĕç пиллесе,

Чун юратнă арăмĕ юлчĕ шеллесе...

Сак тулли ачи-пăчи кĕтĕç ашшĕне,

Кашни кун хавхалантарĕç чĕвĕл сассипе.

Çиçĕм çиçĕ, аслати те кĕрлĕ хăш чухне,

Тĕттĕм каç та çуталайĕ вут-хĕм çутипе.

Турă систĕр, Турă илттĕр амăш кĕллине,

Сыхласа тăма пултартăр çамрăк чунсене.

Вăл илтесшĕн мăнуксен савăк куллине, _

Турă парнелетĕрччĕ чăн телей çулне.

Хыт кĕтетпĕр, тархаслатпăр:

_ Таврăнăр киле,

Аттесем те, мăшăрсем те хаклă ывăлсем!

Пурте чăтăмсăр кĕтетпĕр Çĕнтерỹ кунне...

Пулччăр такăр та тумхахсăр сирĕн çулăрсем!

Надежда Чечекпи, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



11 июля 2025
14:34
Поделиться