«Тăван уй-хир! Сана юратрăм...»
ÇУМĂРĔ те, ăшши те çителĕклех пулчĕ: уй-хирте мĕн акни-лартни паян чуна савăнтарса хỹхĕм çитĕнет. Çапах та чир-чĕрпе сиенлĕ хурт-кăпшанкă та, çум курăк та тĕлĕрмеççĕ, çĕр ĕçченне пĕрре те канма памаççĕ.
Июлĕн 9-мĕшĕнче округ администраци пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха туса пыракан Андрей Кокуркин тата экономикăпа ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, уй-хире тухса, пулас тухăçпа интересленчĕç.
Андрей Миронов уйрăм предприниматель патне те чарăнмасăр иртмерĕç. Андрей Анатольевич 6 гектар çинче хура хурлăхан çитĕнтерет. Çырла пиçсе çитнĕ май, ăна механизацилленĕ майпа пуçтарса кĕртме тытăннă. Предприниматель çак оборудование арендăна илнĕ.
Андрей Кокуркин фермерсемпе те тĕл пулса калаçрĕ, вырма ĕçĕсене мĕнле кĕтсе илни пирки ыйтса пĕлчĕ. Тĕпрен илсен, комбайнсем хире тухма хатĕр, фермерсем халĕ çунтармалли _ сĕрмелли материал туянаççĕ. Тырă хумалли складсемпе йĕтемсенче те хатĕрленỹ ĕçĕ пырать.
С.ИЛЬИНА.