Вăрмана пушартан сыхлаççĕ

БПЛАпа çапăçура çеç мар, мирлĕ пурнăçра та усă кураççĕ. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, «Пилотсăр вĕçекен авиаци тытăмĕсем» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, кăçал Чăваш Ене пилотсăр вĕçекен 11 аппарат килсе çитнĕ. Вĕсем вăрмансене сăнаççĕ.

Кунсăр пуçне, республикăри лесничествăсенче 15 видеокамера вырнаçтарнă. Камерăсем вăрманти лару-тăрăва сăнаса тăма кирлĕ.



11 июля 2025
10:20
Поделиться