Вăрмана пушартан сыхлар
ÇАНТАЛĂК шăрăхлатнă май, вăрманта пушар тухас хăрушлăх та ỹсрĕ. Округри надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕ граждансене вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калать. Енчен те эсир вăрманта пушар тухнине асăрхасан, вут-çулăма хăвăр вăйăрпа сỹнтерме май çук пулсан, васкавлăн çак номерсемпе шăнкăравламалла: 8(83546) 2-35-81, 2-35-31 (Шăмăршă лесничествин экстерн служби), 8(83546) 40-24-00 (регионти диспетчер служби), 8-800-100-94-00 (пĕрлехи «тỹрĕ лини»), «101», «112» (пушарнăйсемпе çăлавçăсен _ МЧС _ пĕрлехи служби).
М.ИЛЬИН,
округри надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.