Яла тилĕсем иленнĕ
ВИÇПỸРТ Шăмăршă ялĕнче _ вăрман çумĕнче мар пулин те _ чее тилĕ пурăннине асăрханă. Çак тискер кайăк темиçе çыннăн чăх-чĕпне, хур-кăвакалне тытнă, хăйĕн ирсĕр ĕçне кăнтăр кунĕнчех тума та хăрамасть иккен.
Ялта пушă çурт нумай, тилĕсем шăпах никам та пурăнман çĕрте ĕрчеççĕ тесе шутлаççĕ. Çынсем округри сунарçăсен обществинчен пулăшу ыйтаççĕ. Пуянкасси ял территори уйрăмĕн, хуçасăр йытăсемпе пĕрлех, тилĕсемпе те кĕрешмелле тесе шутлать халăх.