Юрату пире телейлĕ турĕ

Юрату пире телейлĕ турĕ

«...Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак туса хурăр...»

И.Я.Яковлев, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ

ИЮЛĔН 8-мĕшĕнче _ Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕнче _ округри ЗАГС пайĕнче Шăмăршăри Саландаевсемпе Любимовсен çемйисене чысларĕç. Тỹрех каламалла, уяв хăнисем йышлă пулнăран чыслав çĕкленỹллĕ лару-тăрура иртрĕ. Салтак тỹмми (ромашка) _ уяв символĕ _ пуç кăшăлĕпе чечек çыххисенче палăрчĕ.

Программăна ЗАГС пайĕн начальникĕ Татьяна Матвеева _ 7 ача амăшĕ ертсе пычĕ. Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламласа кунта пухăннисене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Уяв «хуçисемпе» тулли кăмăлтан паллаштарчĕ.

Шăмăршăра тымар янă Иванпа Людмила Саландаевсем пурнăç сукмакĕпе 44 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Тĕреклĕ кил-хуçалăх тытса тăраççĕ. Çемьере тăнăçлăх, юратупа килĕшỹ хуçаланаççĕ. Ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ мăшăр. Иван Михайлович _ Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Упи ялĕнчен. Ачаллах космонавт пулма ĕмĕтленнĕскер, вăтам шкул хыççăн СССР виççĕмĕш космонавчĕ Андриян Николаев вĕреннĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче специальность илнĕ. Унтан Иркутск облаçĕнчи пĕр вăрман хуçалăхĕнче лесничи пулăшуçинче, таксаторта тăрăшнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ, Шăмăршă районĕн «Коммунизм çулĕ» (халĕ _ «Шăмăршă хыпарĕ») хаçат редакцине ĕçе вырнаçнă. Унтанпа 51 çул ĕнтĕ пичет сферинче вăй хурать. Çырусен тата парти пайĕсен заведующийĕнче, редактор заместителĕнче, тĕп редакторта тăрăшнă пултаруллă журналист. Халĕ те тивĕçлĕ канури пичет ветеранĕ юратнă ĕçĕнчен уйрăлмасть, редакторта тимлет. Вăл _ Раççей Журналистсен Союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Çавăн пекех пирĕн хастар çыннăмăр _ ЧР хисеплĕ таврапĕлỹçи; ку ята историпе краеведени материалĕсене тишкерсе пĕлтерĕшлĕ статьясем пичетленĕшĕн тивĕçнĕ. Килте вара _ çурт тĕрекĕ, ăста пахчаçă.

Людмила Петровна _ Патăрьел округĕнчи Кĕçĕн Патăрьел хĕрĕ. Темников хулинчи (Мордови) ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, Мускаври çĕр йĕркелỹ институтĕнчен инженер-çĕр йĕркелỹçĕ пулса тухнă. Хăйĕн специальноçĕпе Шăмăршă район центрĕнче 40 çул ытла ĕçленĕ, яваплăран та яваплă тивĕçе _ Росреестр Управленийĕн патшалăхăн çĕр йĕркелỹ инспекторĕн тивĕçне пурнăçланă. Хастарлăхĕпе çитĕнĕвĕсене кура Людмила Саландаевăна ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, Раççей çĕр кадастрĕн федераци службин Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Вăл _ РФ тава тивĕçлĕ çĕр йĕркелỹçи. Людмила Петровна _ юратнă мăшăр, ытарайми аннепе кукамай; кил тĕпелĕн хĕвелĕ _ тарават та тирпейлĕ хуçа;ылтăн алăллăскер кукăль-пỹремеч пĕçерме, улма- çырларан, пахча çимĕçрен, кăмпаран тем те янтăлама пултарать!

Саландаевсен _ чечек пек виçĕ хĕр. Вĕсем хăйсем те çемье çавăрнă, Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех маттур. Асли _ Ольга Шăмăршă вăтам шкулне «кĕмĕлпе» пĕтернĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Пĕлĕвĕпе ăсталăхне çĕр йĕркелỹ ĕçне халалланă. Татьяна Темниковри ял хуçалăх техникумĕнче тата РАНХИСГра вĕреннĕ хыççăн патшалăх службинче çĕр йĕркелỹ енĕпе ĕçлет. Сăмах май, амăшĕпе хĕрĕсен çĕр йĕркелỹ династийĕ 100 çула яхăн. Ирина _ университетăн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ, юрист-консультант. Çичĕ мăнук (виççĕшĕ _ студент ĕнтĕ) кукашшĕпе кукамăшĕшĕн _ чун йăпанăçĕ.

Энтĕрьелĕнче пурăнакан Виталипе Наталья Любимовсем шăписене çыхăнтарнăранпа 39 çул çитнĕ. Виталий Александрович _ Энтĕрьел çынни. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетĕнче пĕлỹпе ăсталăха туптанă. Наталья Германовна _ Челябинск облаçĕнче кун çути курнă чăваш хĕрĕ. Вăл университетăн историпе филологи факультетĕнче ăс пухнă. Шăпах студент çулĕсенче Виталипе Наталья хушшинче юрату туйăмĕ çуралнă. 1986-çул пуçламăшĕнче çамрăксем туй туса пĕрлешнĕ. Виталий Александрович тĕрлĕ ертỹлĕх органĕсенче ĕçлесе ял-йыш шанăçне кĕнĕ. Наталья Германовна Шăмăршă вăтам шкулĕнче 20 çул ытла вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парассишĕн ăс-хакăлĕпе вăй-халне шеллемен. Тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем ун професси ăсталăхĕ çỹллĕ шайрине çирĕплетеççĕ.

Халĕ Любимовсем _ уйрăм предпринимательсем, «Кудесник» суту-илỹ çурчĕ урлă халăха хуçалăх тата строительство таварĕпе тивĕçтереççĕ. Палăртмаллах, «Кудесник» _ чи лайăх суту-илỹ точкисенчен пĕри. Любимовсен ĕçченлĕхĕпе йĕркелĕхĕ ачисене те куçнă. Екатерина ЧПУн юридици факультетне пĕтерсе юридици компанийĕнче ĕçлет. Ỹкерỹ таланчĕ Анастасийăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн художествăпа графика факультетĕнче вĕренме хистенĕ, халĕ вăл _ уйрăм предприниматель. Григорий Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Президент полкĕн 1-ротинче пурнăçланă: Паллă мар Салтак вил тăприйĕ умĕнче хисеплĕ караулта тăнă. 4 мăнукĕ аслисене савăнăç кỹреççĕ.

Паллах, çак çемьесем _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх! Ахальтен мар, вĕсем «Юра- тупа шанчăклăхшăн» медаль илме тивĕç пулнă. Медале чаплă лару-тăрура Саландаевсемпе Любимовсене округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова пачĕ. Хумхануллă самант!

_ Çак награда _ Сирĕн ырми-канми ĕçĕрĕн, çемье тĕреклĕхĕн тата сỹнми юратăвăрăн «çимĕçĕ»! _ терĕ Светлана Владимировна.

Ярăславри Кĕтмен телей ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ _ Михаил Сидорчук протоиерей, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алена Смаева, медаль кавалерĕсен ĕçтешĕсем, çывăх çыннисем телейлĕ мăшăрсене чунтан саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Юратупа шанчăклăх управçисем çамрăклăхри паллашăвăн самантне аса илни, салтак тỹмми тăрăх юратни-юратманни пирки шăпа яни, вальс юхăмĕнче çаврăнни, Çемье «вучахне» «чĕртни», ЗАГСăн Хисеплĕ хăнисен кĕнекине алă пусни, Татьяна Долговăпа Кристина Егорова юрăçсем селĕм юрă янратни _ веçех асра юлмалла, илĕртỹллĕ пулчĕç. Çакă _ халăх пурнăçне уçă варкăш кĕртекен тĕслĕхлĕ çемьесене хисеп туни. Çамрăк ăру вара ырринчен вĕренет: вĕренме те, ĕçлеме те, юратма та, кил-йыша упрама та, çĕр-шывăмăр аталанăвне тỹпе хывма та...

Зинаида Свеклова. Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.



11 июля 2025
11:06
Поделиться