Юрларĕç-ташларĕç Уявра

Çак кунсенче Тутарстанăн Элкел районне кĕрекен Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче _ 4-мĕш Регионсем хушшинчи Пĕтĕм чăваш уявĕ иртрĕ.

Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван ялне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен йăла-йĕрке управçисем пухăнчĕç. Мероприяти участникĕсем чăваш тĕнчи ытамне лекрĕç: несĕлĕмĕрсен культурипе, йăлисемпе, халăх юрри-ташшипе паллашрĕç, паллах, йăхташăмăрсемпе кăмăл туличчен тăван чĕлхепе пуплерĕç. Чăваш Енĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнчен Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» фольклор ансамблĕ (ертỹçи _ Валерий Мандрюков, аккомпаниаторĕ _ Надежда Захарова) çак чаплă Уява хутшăнчĕ. «Пилеш» чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ, тăван халăх ташшисемпе кăмăла çĕклерĕ. Кивчукалсен юрри-ташшине куракансем хапăл туса йышăнчĕç.

Т.Давыдова, округри централизациленĕ клубсен системин методика пайĕн заведующийĕ.



11 июля 2025
10:22
Поделиться