«Ачамăрсен малашлăхĕшĕн кĕрешетпĕр...»

Çак кунсенче хаçат корреспонденчĕ ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ çамрăкпа _ Владислав Бутановпа (Шăмăршă) _ тĕл пулчĕ. Вулакансене çак калаçупа паллашма сĕнетпĕр.
_ Ырăран та ырă кун сунатăп Сире, Владислав Николаевич! Эсир _ «Шăмăршă хыпарĕ» район хаçачĕн Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ парнишĕн йĕркеленĕ ăмăртăвăн призерĕ марччĕ-и-ха?
_ Сире те сывлăх сунатăп, Зинаида Ивановна! Тĕрĕс, эпĕ 2023-çулта мăшăрăмпа тата ывăлăмпа çемье эстафетинче чупса 2-вырăна тухнăччĕ.
_ Вăт тĕл пулу! Тăван тăрăха çаврăнса килнĕ тата юратнă çемье ытамне лекнĕ ятпа чунтан саламлатпăр Сире.
_ Тавах. Тинех Шăмăрш Енĕн сиплĕ сывлăшне кăкăр тулли сывлама май пулчĕ. Хам та, аннем те, Ксения мăшăрăмпа ачамсем _ Макарпа (2-класс пĕтерчĕ) Валерия («Аленушка» ача садне çỹрет) та _ питĕ тунсăхласа çитнĕ. Калаçмалли-сỹтсе явмалли, ĕçлемелли _ тем чухлĕ.
_ Ял çамрăкĕ ĕç еннех туртăнать çав...
_ Паллах. Чи малтан Энтĕрьелĕнче пĕччен пурăнакан аннеме _ Людмила Геннадьевнăна _ кил-хуçалăхри ĕçсенче пулăшма васкарăм. Хамăр валли Шăмăршăра çĕнĕ çурт çĕкленĕччĕ те, шалти ĕç-пуçа тăватăп. Йывăçпа та, тимĕрпе те «туслă»: платник ĕçĕпе те, сварка енĕпе те хамах аппаланатăп.
_ Фронтри лару-тăру хыççăн мирлĕ ĕçе кỹлĕн- ме кăмăллă ĕнтĕ.
_ Çапла.
_ Владислав Николаевич, хăçантанпа Эсир СВОра? Мĕн хистенĕ-ха Сире контракт çырма?
_ Малтан ачалăхран пуçлас пулĕ. Эпĕ _ Энтĕрьелĕнче 1992-çулта çут тĕнчене килнĕскер. Шăмăршă вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткино салин агротехникумĕнче автомеханик специальноçне алла илтĕм. 2010-çултан пуçласа Мускаври тĕрлĕ организацире вăй хутăм. 2022-çулта пире Мускавран Луганск Халăх Республикине окоп чавма илсе кайрĕç. Уйăха яхăн пултăмăр кунта. Йывăр ĕçĕмĕр вырăнлă пулчĕ-тĕр _ медаль те пачĕç. ЛНРта тăнă чухне пуçăмра ятарлă çар операцине каяс шухăш тĕвĕленчĕ: «Çĕр-шывăмăр йывăрлăхра чухне эпĕ те мĕнпе те пулин усăллă пулма пултаратăп вĕт-ха...» Тата аттем _ Николай Альбертович (вăл _ ГСВГ ветеранĕ), тетем _ Евгений, хуньăм _ Владимир Николаевич Федоров (питĕ шел, паттăрла пуçне хучĕ), анне енчи пĕр тăван офицерсем СВОра тăни мана контракт çырма хистерĕ. 2024- çулхи июльтен пуçласа Луганск Халăх Республикинче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕме пурнăçлатăп.Эпĕ _ водитель-электрик. Салтаксене лартса çỹретĕп, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ груз турттаратăп. Вĕсене вырăнтан вырăна вăхăтлă та тĕрĕс-тĕкел çитересси _ ман тĕп тĕллев. Сăмах май, эпĕ Чăваш Енĕме те темиçе хут килсе кайрăм. Шупашкартан, Шăмăршă округĕнчен панă гуманитари япалисене хамăр тăракан çĕре илсе çитертĕм. Меллĕ самантпа усă курса ентешĕмсене пире _ фронтрисене _ пур енлĕ хавхалантарса-пулăшса тăнăшăн тав тăватăп. Тыл пулăшăвĕсĕр эпир ним те тăваймастпăр... Ай, çакна калам-ха тата. Ман аллăма тăван Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Виктория Александровăн çырăвĕ лекрĕ. Пĕлетĕр-и, еплерех савăнтăм! Вун пĕрти хĕрачара патриот чĕри тапать. Сăмахĕсем... чуна ăшăтаççĕ, куç умне хамăн ачамсене кăлараççĕ (пысăк чунлă хĕрачаран кăна çакăн пек ăшăлăх тухма пултарать). Нацистсене хирĕç ачамăрсен телейлĕ пуласлăхĕшĕн кĕрешме тухнине тепĕр хут туйса илетĕн.
_ Ачасем тенĕрен, фронт çывăхĕнчи мирлĕ халăхпа, паллах, ача-пăчапа, курнăçасси те пулать пулĕ?
_ Унсăр мар ĕнтĕ. Паллах, пире тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Пĕччен ватăсем пулăшу та ыйтаççĕ: пĕринне _ алăк юсамалла, теприн валли вут-шанкă кирлĕ... Май пур таран тивĕçтеретпĕр ыйтнине. Пире _ Раççей салтакĕсене _ шăпăрлансем лайăх паллаççĕ, çул çине тухса тăраççĕ те алă сулса ăсатаççĕ- кĕтсе илеççĕ.
Пĕрре çапла заданирен таврăннă чух 5-6 çулхи арçын ача алă сулса тăратчĕ те, чăтаймарăм, машина çинчен анса ун патне пытăм, ăна типĕ паека тыттартăм. Хайхи çул çине ларсах апата çиме пикенчĕ.
Тепĕр самант. Лавккана кĕтĕм. Хĕрарăмпа пĕчĕк ача тăраççĕ. Ывăлĕ амăшне тетте _ машина _ илтересшĕн аптратать иккен. Амăшĕ хирĕçлет (укçи çук-тăр). Эпĕ çар машинине суйласа илтĕм, укçа тỹлерĕм те арçын ачана тыттартăм. Эх, савăнчĕ, мăнтарăн!
_ Кĕтмен телей! Хăвăрăн çар службинче те сюрприз текенни пулнах ĕнтĕ?
_ О-о-о! Манăн Çуралнă кун _ мартăн 30-мĕшĕнче. Мăшăрăм _ Ксения _ çак ятпа мана савăнтарма шут тытнă. Тантăшĕпе пĕрле машинăпа эп тăракан вырăна пырса кайрĕ вĕт. Аякри пĕлмен çул, палламан вырăнсем (ишĕлчĕк ял-хула мĕне тăрать!), икĕ çар посчĕ витĕр тухасси _ ача вăййи мар-çке! Çитрĕçех ман патăма _ машина тулли кучченеçпе, йăлтăр кулăпа!.. Кунта артистсем концертпа килни те _ кĕтмен телей!
_ Асра юлмалли самантсем! Владислав Николаевич, фронтри салтаксемшĕн чи кирли мĕн?
_ Тĕллев _ тăшмана çапса аркатасси! Ун патне çитме çирĕп сывлăх (мана ял ĕçĕнче пиçĕхни, кĕрешỹ секцине çỹрени тĕреклетрĕ), çирĕп дисциплина, çирĕп ĕненỹ, туслăх, пĕрлĕх, ентешлĕх туйăмĕсем кирлĕ! Тĕрлĕ наци çыннисем _ вырăссем, казахсем, тутарсем, чăвашсем... туслă пурăнатпăр. Шăмăршă округĕнчен кăна 8-9 чăваш эпир, тăван чĕлхепе пуплеме май пур! Тата Турă хỹтлĕхĕнче эпир. Кунта священниксем час-часах пулаççĕ, вĕсемпе пĕрле чиркĕве кайса килме те пулать. Хам та канма таврăнсан Энтĕрьелĕн часовнине çитсе килетĕп.
_ Аван! Йывăр самантра та шанчăклăхра Эсир. Таса чунпа Çĕр-шывăмăра хỹтĕленĕшĕн Правительство хисепне те тивĕçнĕ пулĕ-ха?
_ Атте-анне ячĕпе çырнă Тав çырăвĕ, виçĕ Хисеп грамоти, «СВО участникне» медаль _ ман службăна хаклакан наградăсем.
_ Питĕ лайăх! Сире, МИР салтакне, Çĕнтерỹпе, ырă-сывă таврăнма çирĕп сывлăх, вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр. Турă упраса тăтăр пурсăра та!
Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.