«Анне», _ теме пулать-ши ăна?

ШĂМĂРШĂ район сучĕ округри пĕр ялта пурăнакан 28 çулти хĕрарăма ачине хĕненĕшĕн айăпланă. 2025-çулхи апрель уйăхĕнче çамрăк хĕрарăм _ эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕскер _ хăйĕн 7 çулти ывăлне çапа-çапа янă. Çакăн пек тĕслĕх маларах та пулнă, ачана хĕненине çынсем те асăрханă. Опека органĕсем ачана амăшĕнчен уйăрма йышăннă. Суд приговорĕпе ăна 140 сехет хушши ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелле тунă.

С.ИВАНОВ.



18 июля 2025
13:20
Поделиться