«Аçтăрхана кайрăм çĕр ыйтма...»

«Аçтăрхана кайрăм çĕр ыйтма...»

НУМА Й çул каялла _ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чух _ тăван халăх фольклорне пĕр хулăн тетрадь çырса тултарнăччĕ. Кивĕ Шăмăршă ялĕнче пурăннă А.С.Ястребовăран çырса илнĕ çак йĕркесене халĕ те манман:

«Аçтăрхана кайрăм çĕр ыйтма,

Çĕр памарĕç, хăта, мĕн тăвар?

Хусана эп кайрăм çĕр ыйтма,

 Çак çĕр çинче виличчен пурăнар...»

Юрри питĕ хурлăхлă. Паллах ĕнтĕ, вăл ахальтен çуралман. Анчах пирĕн патăмăртан таçта аякри Астрахань (Аçтăрхан) хули хресчене çĕр парассипе мĕнле çыхăннă-ши? Шăмăршă тăрăхĕн историне тĕпченĕ май, майĕпен-майĕпен хайхи Астрахань патне те пырса тухрăм.

Архив докуменчĕсем 1717-1719-çулсенче Чĕмпĕр уесĕ Астрахань кĕпĕрнине, 1719-1728-çулсенче вара Чĕмпĕр провинцийĕ Астрахань кĕпĕрнине кĕнине çирĕплетеççĕ. Чĕмпĕр провинцийĕ Астрахан ькĕпĕрнинчи администраципе территори единици шутланнă, çак провинцие Чĕмпĕр, Самар, Карсун, Сызрань хулисемпе пĕчĕк хуласем кĕнĕ. Пысăк ыйтăва (пĕр-пĕр ял валли çĕр уйăрма тархасланине) Чĕмпĕрте татса парайманнипе, хресченсен инçе çула тухма _ кĕпĕрне хулине Астрахане çити делегаци яма тивнĕ.

1728-çулта патша Указĕпе Чĕмпĕр провинцине Астраханьрен Хусан кĕпĕрнине куçарнă. Çапла вара, инçе çула каяс хуйхă та кăштах «пĕчĕкленнĕ»: мĕн каласан та, Хусан Астраханьрен çывăхрах. Çак кĕпĕрнере пирĕн мăн-мăн асаттесем 1781-çулчченех _ Чĕмпĕр провинцийĕнче Пăва уесĕ туса хуричченех _ пурăннă.

Иккĕмĕш Кĕтерне патша 1780- çулта ирттернĕ реформа вăхăтĕнче Синбирск хулине Симбирск ятпа улăштарнă, Чĕмпĕр провинцийĕнчен Чĕмпĕр наместничестви туса хунă. Наместничествăна 13 уеса _ çав шутра Пăва уесне те _ кĕртнĕ. Чĕмпĕр наместничествинче 13 _ хула, 9 _ хула хĕрринчи ял, 18 _ слобода (пысăк ял), 551 _ чиркỹллĕ ял (сала) тата 938 ял шутланнă.

Пĕрремĕш Павăл патша Указĕпе, 1796-çулхи декабрĕн 12 (23)-мĕшĕнче наместничествăран Чĕмпĕр кĕпĕрни туса хуни çинчен пĕлтернĕ.

1780-çулта Иккĕмĕш Кĕтерне патша _ Астрахангельск салине «Пăва» ят парса _ уес хули туса хуни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетет.

Шăмăршă тăрăхĕн историне тĕпчекенсемшĕн çакă та интереслĕ пулма кирлĕ. 1648-1708-çулсенче пирĕн мăн-мăн асаттесем Хусан Керменĕн Приказĕн (Приказ Казанского Дворца) Чĕмпĕр уесне кĕрекен Ввальный (Вольный) станра та пурăнса курнă.

Хусан Керменĕн Приказĕ Вырăс патшалăхĕн ертсе пыракан тĕп органĕнчен пĕри шутланнă, вăл налук пуçтарас тата вырăнти влаçа ертсе пырас ыйтупа ĕçленĕ. Ввальный стан Чĕмпĕр уесĕн территорийĕнчи административлă единица шутланнă, Хусан Керменĕн Приказне тỹрремĕнех пăхăнса тăнă. «Вольный стан» Шăмăршă тăрăхĕнче халĕ те паллă: çак ятлă ял Тутарстанри Пăва районне кĕрет. Вольный стан 1615-çулхи архив документĕнче «Чаткас» ятпа çырăннă. 1863- çулта пичетленсе тухнă хуласемпе ялсен списокĕнче Чаткас (Вольный стан) лашман (вăрман касса турттаракансем _ авт.) ялĕ пулнине, Чаткас çырми хĕрринче вырнаçнине асăннă. Вольный Стан ялĕ çумĕпе «Пăва _ Улатăр» суту-илỹ (коммерци) çулĕ иртнĕ. (Сăмах май, Шăмăршă округĕнчи Чаткас ялĕсене малтан хут çинче çак ятпа çырман. Анат Чаткаса _ Николаевское, Тури Чаткаса Ильметево тенĕ, Янтукан ялĕ вара «Вăтам Чаткас» ятпа çỹренĕ).

Шăмăршă вулăсне йĕркеличчен, пирĕн тăрăхри халăх Пăва уесĕн Çĕнĕ Кахăрлă вулăсĕнче (1781-1802-çулсем), Шăхаль вулăсĕнче (1802-1867- çулсем) пурăннă. 1867-çулта тин Шăмăршă вулăсĕ «çуралать» те, 1927-çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕччен _ Шăмăршă районне туса хуриччен _ истори страницисенче çырăнса юлать.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статьяна çырнă чух автор Тутарстан Республикин патшалăх истори архивĕпе Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).



18 июля 2025
14:25
Поделиться