«Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн»

«Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн»

Шăмăршă округĕн Мультикультура библиотекинче шкул ачисемпе «Сывлăхлă пуласси _ йăлара» вăйă тренингĕ иртрĕ. Ун тĕллевĕ _ халăхра сывă пурнăç йĕркине тата культурине пропагандăласси, çавна май, сывлăх кирлĕлĕхĕ пирки ăнланулăха ăша хывасси.

Ольга Паймина библиотекарь ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç, тĕрĕс апатлану, ĕçпе кану тата ыйхă пĕлтерĕшĕ, сиенлĕ йăласенчен хăтăласси, харпăр хăй гигиенине тытса пырасси пирки ăнлантарчĕ. Мероприятире çавăн пекех сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене, спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕсене аса илчĕç, анаграмма тупсăмне тупрĕç. «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă тренингĕ, «Хускану _ сывлăх никĕсĕ» блиц-турнир, «Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн» кроссворд çитĕнекен ăрушăн усăллă пуласси куç кĕрет. Паллах, библиотека фондĕнчи сывă пурнăç йĕркине халалланă кĕнекесем те усăллă пулĕç.

О.Тимофеева, округри Мультикультура библиотекин методика пайĕн заведующийĕ.



18 июля 2025
13:19
Поделиться