«Халăх сăмахлăхĕ ахах-мерченрен те хаклă»

Асанне-асаттемĕрĕн юрри-такмакĕ, юмах-халапĕ, йăли-йĕрки _ ăрусене çыхăнтаракан хăват, халăхăмăрăн нимпе танлашайми пуянлăхĕ. Вăл _ пурнăç тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлỹлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те.
«Чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах», _ тесе ахальтен çирĕплетмен Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев. Ăс-тăна çавăрса илекен, чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатакан сăмахлăх пирĕн халăхăмăрăн. Ăна килес ăрусем валли упраса хăварасси _ пирĕн таса тивĕçĕмĕр.
Несĕлĕмĕрсен ытарайми еткерлĕхне _ сăмахлăхне _ упраса-сарас тĕлĕшпе фольклор ансамблĕсем хальхи вăхăтра пысăк вăй шутланаççĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» фольклор ансамблĕ _ Шăмăршă округĕнчи пултаруллă фольклор коллективĕсенчен пĕри. Ăна 2011-çултанпа пысăк ăсталăхпа культура учрежденийĕн заведующийĕ Ирина Угарина ертсе пырать. Икĕ теçетке çул хушши ял библиотекинче ĕçлесе пуян опыт пухнă, тавра курăмне ỹстернĕ Ирина Петровна. Тĕрлĕ ỹсĕмри, тĕрлĕ сферăра вăй хуракан 16 хĕрарăм ушкăнра. Вĕсене юрă-ташă ăсталăхĕ çеç мар, тăван сăмахлăха аталантарас тĕллев те пĕрлештерет. Маларах Анастасия Кокуркина юрă ăсти (халĕ 71-те вăл) юрă пуçласа-вĕрентсе, йăла-йĕркепе паллаштарса пурăнчĕ. Халĕрех йыша нумай ача амăшĕсем _ Раиса Краснова, Вера Старшинина, Марина Степанова _ хутшăнчĕç.
Календарьлă кашни уявра ялти Культура çуртĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать «Палан». Турат çумне турат хушнă пек, ăсталăхĕ ỹссех-сарăлсах пырать. Акатуй-и, Çимĕк уявĕ-и _ пашьелсем ял-йыш куçĕ умне тĕрлĕ йăла-йĕркене кăлараççĕ, авалхи юрăсене (Хăна юрри, Çимĕк сăвви-юрри, Туй юрри, Ĕç юррисем) халăх патне çитереççĕ. Çавна май аваллăха таврăнса аслă ăрăвăмăр кун-çулĕпе паллашма май туса параççĕ. Иртнĕ çул округ шайĕпех Пăчăрлă Пашьел ялĕнче Мăнкун йăли-йĕркине кăтартрĕç: килтен _ киле, урамран урама çỹресе юрларĕç, православи уявĕн чи кăсăклă саманчĕсемпе программăна пуянлатрĕç. Анастасия Кокуркина, яланхи пекех, мероприятие çỹллĕ шайра ирттерме пулăшу кỹчĕ.
Кăçалхи пĕтĕмлетỹ тăрăх, Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» фольклор ансамблĕ округри фольклор коллективĕсем хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Мăнаçланмалăх пур!
Юлашки вăхăтра «Палан» фольклор коллективĕ Кивĕ Чукала, Карапай Шăмăрша тухса çỹрерĕ, вырăнти халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Тутарстанăн Çĕпрел районĕн центрĕнче _ Кивĕ Çĕпрел ялĕнче _ Регионсем хушшинчи православи тĕнĕн «Çимĕк юррисем» фестивалĕн яланхи участникĕ пулса тăчĕ. Çакă ансамбле те, пирĕн округа та чыс кỹрет.
Артистла ăсталăх та, юрă-йăла репертуарĕ те, уяв çи-пуçĕ те (ĕлĕкхи пир кĕперен пуçласа пурçăннипе тĕрĕлли таранах пур) _ веçех вырăнлă-ятуллă хĕрарăмсен. Шел, купăсçă çук. Юрать, Виçпỹрт Шăмăршăри Федор Малов вĕсене йывăрлăхран кăларать. Малтан хăйсем тĕллĕн _ «типĕлле» _ юрлама-ташлама хăнăхаççĕ хĕрарăмсем, кайран вара Федор Арнольдовича чĕнсе илеççĕ. Кирек епле пулсан та, «çеçкеленет-чечекленет» «Палан». Ĕмĕрсем хушши пирĕн патăмăра упранса çитнĕ сăмахлăхăмăра аталантарать. Малашлăхри шăпи те телейлĕ пултăрах унăн. Хастар ертỹçĕ юнашар чухне пултарулăх «хунавĕсем» «шанмаççех»: юрри те янрать, йăли-йĕрки те упранать...
Зинаида Свеклова.