«Хир кунĕ» иртнĕ

ИЮЛĔН 16-17-мĕшĕсенче Çĕрпỹ муниципалитет округĕнче 19-мĕш хут республикăри «Хир кунĕ-2025» кăтарту выставки иртнĕ, унта Шăмăршă округĕн делегацийĕ те хутшăннă.

Раççейĕн 15 регионĕнчен килнĕ 60 ытла участник выставкăра чи çĕнĕ техникăпа тата оборудованипе паллаштарнă. «Хир кунне» çĕр-шыври паллă селекционерсемпе ученăйсем, аграри предприятийĕсен ертỹçисем, АПК аталанăвĕшĕн тăрăшакан çамрăк специалистсем хутшăннă.



18 июля 2025
12:04
Поделиться