Хире чĕнет чĕре

КĔРХИ тулă пуссине ылтăн тĕс çапнă. Кăнтăр енчен вăштăр кăна вăштăр çил вĕркелет те, тулли пучахсене тайăлтарса хăварать. Темшĕн, ылтăн пучахсем мана çĕр ĕçченне пуç тайса саламланăн туйăнать.
Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО ĕçченĕсем: «Тунтикун _ йывăр кун», _ тесе тăмарĕç, кĕрхи тулă уйне вĕрçĕнĕ «АКРОС» комбайна кăларчĕç. «Хир карапĕн» капитанĕ _ Александр Петров. Тырра йĕтем çине турттарса тăма Олег Захарова шанчĕç. Хастар шофер ЗИЛ-130 тата КамАЗ автомашинăсене çỹретет, ун аллинчи техника сехет пек тикĕс ĕçлет.
Кĕрхи тулă 124 гектар йышăнать. Черетре _ 150 гектар пăрçапа 80 гектар урпа. Çĕнĕ тырă хиртен типĕ килет, тавах Турра _ çанталăк хресчене хирĕç пымасть.
...Гектар хыççăн гектар пушанать, ылтăн тырă комбайн бункерне тулать те, хĕвел шевлиллĕ пĕрчĕсем автомашина кузовĕ çине купаланаççĕ. Олег Захаровăн автомашини хирти çулпа тусан вĕçтерсе йĕтем еннелле васкать...
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи ытти хуçалăхсем те пĕрин хыççăн пĕри вырма ĕçне пуçăнаççĕ. Округĕпе пурĕ 10117,08 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Техника культури _ 2421,49, çав шутра хĕвел çаврăнăшĕ _ 2263,82, соя 157,67 гектар.
_Пĕр комбайн пуçне 289 гектар тивет, _ терĕ округ администрацийĕн ял хуçалăх секторĕн пуçлăхĕ Ильмира Тепитова. _ Пирĕн комбайнерсем вырмана кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерессе çирĕп шанса тăратăп.
Ильмира Месалимовна ытла-çитлĕ выльăх апачĕ хатĕрлес ыйту та манăçмĕ тесе шутлать. Кашни условнăй пуç выльăх валли 26-28 центнерапат единици кирлĕ. Хальлĕхе фермерсем 2969 тонна утă, 2000 тонна сенаж хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. 853,9 гектар нумай çул ỹсекен курăкпа 530 гектар пĕр çул ỹсекен курăкран сенаж хываççĕ.
Çумăр çусах тăни уй-хир ĕçĕсене _ уйрăмах выльăх апачĕ хатĕрлессине _ нумай чăрмантарчĕ. Халĕ «çухатнă кунсене» хăваласа çитме тăрăшмалла. Хĕл хырăмĕ пысăк: тырă фуражĕ те, утăпа сенаж та нумай кирлĕ. Патшалăх аграрисене пулăшсах тăни савăнтарать. 2025-çул пуçланнăранпа округри фермерсене 27 619 764,05 тенкĕ субсиди куçарса панă. Çав шутра çĕнĕ техникăпа оборудо- вани туяннăшăн _ 20 637 520,08 тенкĕ.
Чăнах та, вырма ĕçне анлăн сарăлма хальлĕхе тырă чĕрĕрех пулни чарса тăрать. Уяр çанталăкра пучахсем хытсах пыраççĕ, çапла вара ĕç хăвăртлăхĕ те кунран-кун ỹсĕ. Ăнăçу сунатăп сире, ял ĕçченĕсем!
Ив.САЛАНДАЕВ.