Кабачки... Çук пуль тутли ун пекки!

КАБАЧОКПА БАКЛАЖАН
Ингредиентсем: 1 кабачки (вăтамми), 1 баклажан (вăтамми), 1 пуç сухан, 1 пуç ыхра, симĕс сухан, ешĕл укроп, тип çу _ 50-70 г, çăнăх _ 80_100 г, 3 çăмарта, сыр 100_150 г, паприка, тăвар, хура пăрăç (вĕтетни).
Кабачкипе (мăн хăярпа) баклажана çумалла, хуппине сỹмелле, шултра теркăпа хырмалла, дуршлага хумалла, сĕткенне юхтармалла, тăвар калаттармалла. Ешĕле (зелень) шывра чỹхесе илмелле, вĕттĕн турамалла. Суханпа ыхран хуппине сỹмелле. Сухана пĕчĕк тăваткал туса вакламалла, ыхрана пресс витĕр кăлармалла. Хулăн çатма хатĕрлемелле. Çăмартана çăнăхпа лăкамалла. Чустана пахча çимĕç хушмалла. Сыра вилкăпа вĕтетсе çемçетмелле. Çак массăна вĕтетнĕ суханпа ыхра, ешĕл сухан, сыр, тăвар, пăрăç, паприка хушмалла. Веçех çăра чуста пуличчен пăтратмалла.
Çатмана хĕртмелле, çу ямалла. Кашăкпа çурма çаврака (çаврака) драниксене унта хумалла, малтан _ пĕр енне, кайран тепĕр енне çавăрса хĕреличчен ăшаламалла. Хут ал шăлли (ытлашши çăва илме) сарнă турилккене драниксене куçармалла. Апата хăймапа (йогуртпа, кирек мĕнле соуспа) çиме аван.
РИСПА ТАТА ВĔÇЕН КАЙĂК КАКАЙĔПЕ ХАТĔРЛЕНĔ КАБАЧОК ЗАПЕКАНКИ (диета апачĕ)
Ингредиентсем: (6_8 порци валли): 150 г çаврака рис, 1 вăтам кабачок, 2 тутлă (болгарский) пăрăç, 400 г кăркка (чăх) какайĕ (филе), 100 г хытă сыр, 2 стакан шыв (чăх какайĕн шỹрпи), 1-2 кашăк тип çу (противень сĕрме), тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç, специ.
Кабачока _ çурма çавракан, пăрăçа улăм пĕрчи пек турамалла, вĕçен кайăк какайне пысăках мар порци татăкĕ пек вакламалла.
Противень илмелле. 1-мĕш сие _ кабачок, 2-мĕшне _ пăрăç хумалла, рис сапмалла. Тепĕр хут çак сийсене тумалла. Тутлă шăршăллă специ сапмалла. Противене шыв (чăх какайĕн шỹрпи) ямалла, савăта çиелтен фольгапа витмелле, 180 градуса çитиччен хĕртнĕ духовкăна 30 минутлăха лартмалла.
Противене духовкăран кăларса фольганаилмелле, запеканка çине теркăланă сыр сапмалла. Савăта каллех духовкăна 5_10 минутлăха лартмалла.
ПИКАНТЛĂ КЕТЧУП
Ингредиентсем (1 кг валли): 1,3 кг тин кăна тасатса вакланă (вăрăсăр) кабачок, 400 г томат пасти (туянни е хăвăр туни), 100 г сахăр, 40 г тăвар, 1-2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ пăрăç хутăшĕ, 1-2 чей кашăкĕ уксус эссенцийĕ (70 процентли), 400 мл шыв (300 мл _ томат пастине, 100 мл _ кабочок çине яма), типĕтнĕ кориандр (кăштах). Кабачока вăтам кастрюле хумалла, 100 мл шыв ямалла, вăтам çунакан вут çине лартмалла. Савăта хупмалла.
Кабачок вĕреме кĕрсен çулăма кăштах чакармалла, çимĕçе çемçеличчен тата шывĕ пĕтиччен тытмалла.
Унччен томат пастине тата 300 мл шыва пăтратмалла. Специ, тăвар, сахăр хушмалла. Пĕр пек масса пуличчен пăтратмалла, 20 мин хушши тăратмалла.
Кабачок çине хатĕр томат пастине ярса пĕр пек консистенци пуличчен блендерпа пăтратмалла. Кастрюле хуппипе витсе вăйсăр вут çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 20 мин пĕçермелле. Пăтратиччен савăта вут çинчен илмелле, пăтратсан каллех каялла лартмалла. Кăштахран уксус эссистенцийĕ хушмалла, тата 10 мин пĕçермелле. Тỹрех çулăм çинчен илмелле.
Вĕри кетчупа стерилизациленĕ банкăсене ямалла, типĕ те таса хупăлчапа хупламалла. Кутăн çавăрса, хулăн япалапа витсе сивĕниччен тăратмалла.
З.Воробьева пухса хатĕрленĕ.