Калис аппа

Çуллахи шăрăх кун аннепе кỹршĕ яла çула тухрăмăр. Калис аппан килĕ тĕлне çитичченех пĕлтерчĕç - вăл паян йĕтем çинче. Тỹрех унта васкатпăр. Аякранах курăнать: пĕрисем тырă сăвăраççĕ, теприсем таса тырра михĕсене тултараççĕ, ыттисем вĕсене лав çине хураççĕ. Акă михĕ йăтакансенчен пĕри пирĕн пата чупса пычĕ:

_ Эсир çитнĕ иккен! Пĕчĕк Калюна та инçе çула тухнă ав, ывăнтăн пуль, – çемçе аллипе çурăмран тăп-тăп! тутарса илчĕ мана Калис аппа.

_ Пĕчĕккĕ мар эп, саккăр тултарнă, - яшт тỹрленсе каçăрăлса тăратăп ун умĕнче.

_ Чăнах та-çке, епле ỹссе кайнă, маттурлансах пыратăн! – ĕшеннĕ сăн-пичĕ çуталса каять çак самантра, çỹхе тутисем йăл кулаççĕ.

Аннепе хăвăрт-хăвăрт тем калаçнă хыççăн Калис аппа каллех ĕçлекенсем патне чупса кайрĕ. «Лашапа... çиччас!»- тенине кăна ăнланса юлтăм.

Мĕн пур лава тиесе ăсатнă хыççăн хĕрарăмсем канма ларчĕç. Калис аппа вара бригадирăн лаши çине вашт кăна утланса ларчĕ те ялалла вĕçтерчĕ.

_ Калис аппа лашаран епле хăрамасть? Лаши авă пуçне çиллес пăркаларĕ, - ыйтатăп аннерен.

_ И-и, ачам, каларăн та…Вăрçăра темле лашана та çăварлăхланă пуль... Хăрать сана...

_ Вăл вăрçăра пулнă-и? Унта арçынсем кăна каяççĕ пуль?

Анне ман ыйтусене хуравласа пĕтереймерĕ, лаша чупни илтĕнсе кайрĕ: тăпăртăк! тăпăртăк! тăпăртăк! Калис аппа юланут çинчен çăмăллăн сиксе анчĕ. Аллинче тулли пир хутаç, ăна аннене тыттарчĕ те каллех михĕсем çĕклеме пикенчĕ.

_ Калис аппа михĕсене ма ыттисем пек çурăмĕпе йăтмасть? _ текех аптăрататăп аннене.

_ Сылтăм хул пуççине вăрçăра амантнă хыççăн сулахай хул хушшине хĕстерсе кăна çав...

Каллех вăрçă тет. Илемлĕ сăн-питлĕ çинçешке хĕрарăм ăçтан вăрçăра çапăçайтăр?

Киле кăнтăрла сулăнсан çитрĕмĕр. Атте те килте. Анне хутаçне салатать:

_ Ах-тур, йывăр пулчĕ, алăран алла куçарса аран çитертĕм... Çавăн чухлĕ шур çăнăх тултарнă, хăйне валли хăварман та пуль... Ăшĕ ыратнипе хура çăкăр çиеймест, хăй мĕнле пурăнĕ ĕнтĕ? Вăрçăран çапла таврăнчĕ те ... Ак тепĕр пĕчĕк хутаç та пур иккен – сахăр катăкĕсем! Хăй çимесĕр ачасем валли тытса тăрать ĕнтĕ... Укçине шутлар-ха, хисепне каласа тăмарĕ: «Кăмака тутармалăх», - терĕ çеç.

_ Кунта кирпĕчпе ытти хатĕр туянмалăх та, кăмакаçа тỹлемелĕх те çителĕклех, - терĕ атте хут укçана васкамасăр шутланă хыççăн.

_ Ах, çак аппан кăмăлĕ те çав, ыйтсан юлашки кĕпине хывса парать, - хăй тĕллĕн калаçать анне, - ывăлĕ салтакран таврăнсан çурт лартма пуçтарнă укçаран пачĕ ĕнтĕ. Çак кĕркуннех хăйсене те вăрман кăларма кирлĕ пулать вĕт... Мĕнле парса татăпăр-ши? - пăшăрханать вăл, _ кун чухлех ыйтмарăм та-çке ...

_ Кивçене нумай тытмăпăр-ха, ак кăмака çавăрсан çĕнĕ пỹрте куçăпăр. Тек расхутсем пулмĕç, - аттене те Калис аппан уçă кăмăлĕ тĕлĕнтерет пулас. _ Машина юсавран тухаймасть вĕт, кивелсе çитнĕскерпе йĕркеллĕ ĕçлеме май çук. Çĕнĕ грузовик пама шантараççĕ, вара çийĕнчех тавăрса парăпăр.

Калис аппана чунтан хисеплесе чылайччен пуплеççĕ аттепе анне. (Малалли пулать).

Галина ИВАНОВА, Шăмăршă ялĕ.



18 июля 2025
14:30
Поделиться