Кỹршĕсем патне _ маларах
ПАЛТИЕЛ çывăхĕнчи шыв управĕнчи ушкăнлă водовода (групповой водовод) малалла тума контракт çирĕплетнĕ. Вăл Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски округĕсенче пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерĕ. Подрядчик _ Çĕрпỹри 8-мĕш номерлĕ куçса çỹрекен мехколонна.
Контрактпа, 2026-çулхи июнь уйăхĕччен, Комсомольски тата Патăрьел округĕсенче 174,4 миллион тенкĕлĕх ĕç тума пăхнă.
Аса илтеретпĕр: республикăн кăнтăр енчи округĕсем валли ушкăнлă водовод тума 2010-çулта пуçăннăччĕ, анчах пĕр вăхăт пысăк стройка чарăнса ларчĕ. 2021-çулта кунта çĕнĕрен ĕçе пуçăнчĕç. Водовода хута ярсан, ĕçмелли паха шывпа 48 пин çынна тивĕçтерме май пулĕ. Магистраль сечĕ 305,8 километра тăсăлмалла. Строительствăна 11 тапхăр çине пайланă.