Кункрари Куля

Куян Катюкĕпе Кутăн Куля _ кỹршĕсем. Куля Катюка килĕштерет. Кунĕпех Куля кил картинче кăштăртать. Кичем куна кунлама Куля кăштахран Катюкăн килне килчĕ. Картишри качакана Куля килни килĕшмерĕ _ качака Куляна кĕрслеттерчĕ. Кăна кĕтменскер, Куля картари кункрана кĕрсех кайрĕ. Килте кĕштĕртетекен Катюк картари кункрара Куляна курсан кулянсах кайрĕ, качакине картана кĕртрĕ. Кăштахран Куляпа Катюк карçинккапа курăка кайрĕç. Курăкĕ качакана кирлĕ-çке! Каç кỹлĕм курăк кỹчĕç.

Картаран кăларсанах Кечук курăка кăшларĕ (кулăшла курăнса кайрĕ). Карçинккари курăк качакана килĕшрĕ курăнать. Куян Катюкĕпе Кутăн Куля кăмăллăн кулкаласа калаçрĕç.

М.Левендеева, Шăмăршă ялĕ.



18 июля 2025
14:26
Поделиться