«Ĕçĕмĕр Çĕнтерĕве çывхарттăр...»

_ Тыл пулăшмасан _ кам пулăштăр СВОри салтаксене? _ теççĕ Шăмăршăри Культура керменне хỹтлĕх карри çыхма çỹрекен хĕрарăмсем. _ Пирĕн маскировка сеткисем кирек кама лексен те, вĕсем хамăра хỹтĕлекен- сене упраççĕ.

Çапла, фронта пулăшассине чи пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ вĕсем _ Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн членĕсем. Çавăнпах округ центрĕн культура учрежденине кунсерен ĕçе çỹренĕ пек çỹреççĕ. Хастарсем çыхнă маскировка сеткин хисепĕ 300-е те çитрĕ, вĕсене СВО зонинче хапăлласа йышăнаççĕ. Çĕвĕçсен ылтăн аллисем вара дронран хỹтĕленмелли вуншар-вуншар плащпа утияла çĕлесе янтăлаççĕ _ вĕсене çийĕнчех кирлĕ çĕре ăсататпăр.

Заказ нумай. Фронтăн тĕрлĕ енчен килет вăл. Мăшăрăмăрсем, ывăлăмăрсемпе мăнукăмăрсем, пĕлĕшĕмĕрсем, ентешĕмĕрсем чи малтан пиртен _ çывăх çыннисенчен _ пулăшу кĕтеççĕ. Апат-çимĕç (шăрăхра уйрăмах ĕçме (напиток) кирлĕ), ĕç хатĕрĕсем, строительство материалĕ, генератор... Çавна кура округĕпех, кирлĕ япаласене пухассине йĕркелетпĕр. Уйрăм çынсем гуманитари пулăшăвĕ валли укçа-тенкĕ куçарни, япала хатĕрлесе-туянса пани савăнтарать. Христос Çурални ячĕллĕ (Шăмăршă) тата Кĕтмен телей ячĕллĕ (Ярăслав) чиркỹсене çỹрекенсем халĕрех укçан пулăшрĕç _ сăваплă ĕç! Акă Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн гражданĕсем _ çак кунсенче гуманитари япалисем илсе килчĕç. Валентина Степанова _ ал шăлли, нỹрĕ салфетка, пăта, пушă михĕ тата ыттине (нумай япала!), Тамара Парамонова _ 10 кг пăта, Лаврентьевсен çемйи темиçе упаковка шыв тата квас пачĕç. Иртнĕ кунсенче çакна фронта ăсатрăмăр: Донецк енне _ 2 маскировка сетки, дронран хỹтĕ- ленмелли 4 утиял, Запорожье тăрăхне _ 2 масксетка, дронран хỹтĕленмелли 4 утиял тата 3 плащ (гетрысемпе), çырусем (Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем çырнă), Гаври (позывной) валли _ 2 хỹтлĕх утиялĕ тата 1 плащ (гетрысемпе). Пире (тĕрĕсрех _ салтакăмăрсене) пулăшнă Çыннăмăрсене чĕререн тав тăватпăр, пурнăçра ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр. Сирти пархатарлăх хĕлхемĕ нихçан та ан сỹнтĕр, тусăмăрсем, тăванăмăрсем!

Михĕ тенĕрен, вăл фронтра питех те кирлĕ. Блиндажа, окопа, траншейăна хăйăр (тăпра) тултарнă михĕсемпе çирĕплетни лайăх хỹтĕленмешкĕн меллĕ. Тулли михĕсене 120 см хулăнăш хурса тухсан пуля-снаряд ванчăкĕнчен сыхланма пулать. Танк брони çинчи çавнашкал михĕсем тата хĕвел хытă хĕртнинчен упраççĕ. Округри кашни кил-хуçалăх пĕрер çирĕп михĕ парсан та, мĕн чухлĕ пулăшу кỹнĕ пулăттăмăр эпир салтакăмăрсене! Хаклă ял-йыш, çывăх вăхăтра эпир михĕсене мĕн чухлĕ нумайрах тата хăвăртрах пухатпăр, çавăн чухлĕ хамăр салтаксене ытларах çăмăллăх тата хỹтлĕх туса паратпăр. Сиртен пулăшу кĕтетпĕр!

«Тумлам çине тумлам _ кỹлĕ пулать», _ тенĕ авалтан. Пиртен кашнийĕ пĕр пĕчĕк пулăшу парсан та, усси пайтах пулĕччĕ. Çĕнтерĕве çывхартасси пиртен, тылрисенчен те, нумай килет, тăванăмăрсем!

Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçан пулăшас тет _ пирĕнпе çак телефонпа çыхăнăр: 89278538481. Гуманитари япалисене вара округ центрĕн Культура керменне илсе пымалла.

 В.Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ.



18 июля 2025
14:06
Поделиться