Музея _ парне

Г.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕнче 69-мĕш гварди управлени бригадин оперативлă техника отделенийĕн начальникĕпе _ штаб начальникĕн заместителĕпе Василий Урмаев гварди подполковникпа тата ун çемйипе тĕл пулу иртрĕ. Кунти экскурси хыççăн Василий Викторович музея асăнмалăх парне кỹчĕ. Вăл _ «Карты Великой Победы» кĕнеке. Ентеш панă парне Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче культура объекчĕшĕн питех те вырăнлă пуласси куç кĕрет.
И.Ефимова, Г.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕ.