Çĕнĕ кĕпе _ çĕнĕ савăнăç
ÇАК кун Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче пурăнакан хĕрарăмсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Вĕсене «Модница» лавкка хуçи Марина Крылова çĕнĕ кĕпесемпе блузкăсем парнелерĕ. Хĕрарăмсем парнешĕн çав тери савăнчĕç, илемлĕ кĕпепе блузка тăхăнса хăйсем çĕнĕ модăран юлманнине кăтартса пачĕç.