Олег НИКОЛАЕВ: «Агропромышленность комплексне пулăшни Чăваш Ене аталантарма май парать»

ЯЛ ĕçчен, хастар, пултаруллă çынсем пуртан илемлĕ. Çакна чунтан хавхаланса палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çỹревпе «Батыревский» ЗАО агропредприятире пулнă чух. Çак хуçалăхра вăл 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли ятарлă площадкăна уçма хутшăннă. Ку комплекс _ инвестици проекчĕпе пĕтĕмĕшле хакĕ 23 миллион тенкĕ тăракан икĕ комплексран пĕри _ хăйĕн ĕçне пуçăннă та ĕнтĕ.
2025-çулта «Батыревский» ЗАО _ патшалăхран 8,4 миллион тенкĕ субсиди илсе _ ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, сĕт тата тĕш тырă туса илес ĕçе аталантарать.
Кăçал Патăрьел муниципалитет округĕ ял хуçалăхĕнче 2 миллиард тенке яхăн тăракан 23 инвестици проектне пурнăçа кĕртет. Паянхи куна 108 миллион тенкĕлĕх 3 проекта пурнăçа кĕртнĕ, 20 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли Комплекслă план туса хатĕрленĕ. Çак планпа килĕшỹллĕн, 2030-çулччен Патăрьел округĕнче 7 миллиард тенке яхăн инвестицие ĕçе кĕртмелле, ку вăл _ 87 проект.
Олег Николаев çак кунах Патăрьелĕнче аш-какай тирпейлекен çĕнĕ цех уçма хутшăннă. Çак пысăк та тупăшлă ĕçе «АгроСоюз» СССПК йĕркелесе янă. Предприяти куллен 2 тоннăна яхăн продукци туса кăларма пултарать. Çĕнĕ цех уçăлни 14 çынна ĕçпе тивĕçтерме май панă.
Çав кунах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патăрьелĕнчи «Батыр» Суту-илỹ çуртĕнче халяль апат-çимĕçпродукцийĕн лавккине уçма та хутшăннă.
ИРТНĔ шăмат кун ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕрпỹ округĕнчи «ВДС» ОООра вырма ĕçне старт панă. Хăйĕн ТГ-каналĕнче вăл: «Хирти тыр-пул кăмăла çĕклет, тухăç иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулас шанăç ỹсрĕ», _ тесе хавхаланса çырнă.
Республикăри аграрисен тырă тасатакан 75 комплекспа типĕтекен 153 комплекс пур. Ăнса çитĕннĕ тыр-пула пуçтарса кĕртме 700 ытла комбайн хутшăнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе ял хуçалăх техникин паркĕ палăрмаллах çĕнелнĕ: 30 проценчĕ _ 5 çултан ытла усă курман хальхи ыйтусене тивĕçтерекен çĕнĕ техника. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 208 единица техникăпа пуянланнă.
Вырмана «Россельмаш» туса кăларнă пысăк хăватлă инновациллĕ ТОРУМ-785 тата Т-500 комбайнсем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен кашнийĕ сезонра 2000 гектар ытла тĕрлĕ культура пухса кĕртме пултарать.
Н.ИЛЬИНА.