«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ-2025» фестиваль
ИЮЛĔН 12-19-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ-2025» фестиваль иртет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграмм-каналĕнче çакна палăртнă: «Чăваш Ен хăмла отраслĕпе _ лидер, пирĕн патăмăрта Раççейри мĕн пур хăмлан 80 процентне ытла туса илеççĕ. Хăмла коллекцийĕнче _ 250 ытла сорт. Пирĕншĕн хăмла ĕрчетесси _ экономика çеç мар, халăх культурипе йăла-йĕркин пĕр пайĕ те».
Фестивале Раççейри тата Беларуçри хăмларан сăра хатĕрлекен 26 производительпе 30 гастрономи бренчĕ хутшăнать.
Е.ЖОЛОБОВА.