Çĕрмен ỹт тĕлĕнтермĕшĕ

ИЮЛĔН 18-мĕшĕнче (кивĕ стильпе _ июлĕн 5-мĕшĕнче) православи чиркĕвĕ Преподобнăй Сергий Радонежскин çĕрмен ỹтне тупнине (Обретение мощей Преподобного Сергия Радонежского) паллă тăвать.

Кам-ха вăл _ Сергий Радонежский? Вăл _ Раççейри чи хисеплĕ çветтуйсенчен пĕри, Руçăн тĕп тата çурçĕр енĕсенче монашествăна туса хураканĕ. С.Радонежский 14-ĕмĕрте пурăннă. Радонеж ялĕ (Мускав облаçĕн Сергиево-Посадски районне кĕрет) çывăхĕнчи вăрмана пурăнма тухса кайнă. Кунта Çветтуй Троица ячĕпе пĕчĕк йывăç чиркỹ туса лартнă. Ватăлсан, хăй виличчен çур çул малтан, Сергий Радонежский хăйĕн вĕренекенĕ пулма преподобнăй Никона пилленĕ. 1392-çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Радонежский леш тĕнчене куçса кайнă.

1408-çулта, ют йăхсен Едигей орди Мускавпа ун çывăхĕнчи ялсене тапăнсан, Çветтуй Троица чиркĕвне çунтарса янă. Никон игуменпа иноксем (монах постригне йышăннă çынсем) вăрманта пытаннă, иконсемпе çветтуй савăтсене, кĕнекесене т. ыт. те сыхласа хăварнă.

Ют халăхсем тапăниччен Преподобнăй Сергий хăй вĕренекенĕн тĕлĕкне кĕрет, пулас инкек пирки систерет, чиркỹ кĕле çаврăннă хыççăн çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрасси пирки калать. Радонежский вилнĕренпе 30 çултан малтанхи йывăç чиркỹ вырăнĕнче çĕнĕ _ Чĕрĕлсе тăнă Троица (Живоначальная Троица) ячĕллĕ храм _ тунă чухне Преподобнăй Сергий инçех мар пурăнакан йĕркеллĕ çынна тĕлĕкре курăннă: «Мĕншĕн мана çавăн чухлĕ вăхăт хушши шывпа çĕр айĕнчи тупăкра вырттаратăр? Манăн ỹтĕме питĕ тăкăскă», _ тенĕ.

1422-çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче (кивĕ стильпе _ июлĕн 5-мĕшĕнче) никĕс ямашкăн çĕр чавнă чухне Преподобнăйăн тупăкĕ тухнă. Тупăк йĕри-тавра шыв пухăнса тăнă пулин те, Сергий Радонежскин ỹчĕ те, çийĕнчи тумтирĕ те çĕрмен пулнă. Турра ĕненекенсен тата духовенство çыннисен умĕнче çĕрмен ỹте (мощи) вăхăтлăха кивĕ Троица чиркĕвне (халĕ ун вырăнĕнче _ Çветтуй Сывлăш Анни (Сошествие Святых Духов) ячĕллĕ чиркỹ) хунă. 1426-çулта вара Сергий Радонежскин çĕрмен ỹтне кир- пĕчрен тунă Троицки собора куçарнă. 1452-çулта С. Радонежские çветтуйсен йышне кĕртнĕ.

Июлĕн 18-мĕшĕнче _ Преподобнăйăн çĕрмен ỹтне тупнине, октябрĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе _ сентябрĕн 25-мĕшĕнче) Унăн вилнĕ кунне асăнса христиансем çак чиркĕве нумаййăн пухăнаççĕ. Литургире тăракансем С.Радонежский Çветтуйран сывлăх, çăмăллăх ыйтаççĕ.



18 июля 2025
13:20
Поделиться