Салтак амăшĕ пуçарнипе

ЧУКАЛ ял территори уйрăмĕн çĕрĕ çинче çăл куç нумай, вĕсене халăх тирпейлесе-тасатса тăрать. Ятарлă çар операцийĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ Михаил Кузнецовăн амăшĕ _ Прасковья Васильевна _ кăçал Çвяттуй çăл куçа тасатса тирпей-илем кĕртме шутланă. Ăна хăйсен ялĕнчи Сергей Симурзинпа Николай Храмов тата ытти çынсем хапăл тусах пулăшнă. Пĕрлехи вăйпа çăл куç патне пыракан пусман картлашкисене çĕнетнĕ, йывăç карлăксене улăштарнă, шыва кĕрсе тасалмалли вырăна илем кỹнĕ.

Турă Амăшĕн Тихвин иконĕн уявĕнче (июлĕн 9-мĕшĕнче) кунта тĕне ĕненекенсем йышлăн пуçтарăннă, ырă ĕç тăвакан Праскипе унăн юлташĕсене чĕререн тав тунă.



18 июля 2025
12:05
Поделиться