Шывра асăрхануллă пулăр!
ЮЛАШКИ вăхăтра республикăра шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем темиçе те пулнă. Июнĕн 12-мĕшĕнче _ пĕр кун хушшинче _ Чăваш Енре 3 çын путса вилнĕ. Пурте _ çамрăк арçынсем, иккĕшĕ _ ют çĕр-шывран килсе Шупашкарта вĕренекен студентсем. Вĕсем Атăлти юраман вырăнта шыва кĕнипе инкек курнă. Улатăр округĕнчи 27 çулти çамрăк Стемас ялĕ патĕнчи кỹлĕре _ шыва кĕме юраман вырăнта _ путса вилнĕ. Граждансем! Шывра питĕ асăрхануллă пулăр, юраман вырăнта шыва кĕме пачах та чарнă! Ачасене шыв хĕррине ан ярăр, вĕсене аслисем пăхса-асăрхаса тăччăр.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи МЧС служби.